Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Йăла тата çемье»

«Йăла тата çемье»

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче районта «Йăла тата çемье» ятпа профилактика мероприятийĕ иртнĕ.

Асăннă акцие Елчĕк районĕнчи полици пайĕн сотрудникĕсем яланах активлă хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта вĕсем полици пайĕнче учетра тăракансен, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсен çемйисенче пулнă, психика тĕлĕшĕнчен сывах маррисемпе тата çемье канăçлăхне пăсакансемпе, йĕркене пăхăнса пурăнман граждансемпе курса калаçнă, шкулсенче пулса ачасене саккунсен пуххисемпе паллаштарнă.

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем профилактика ĕçне пурнăçласа ытти акцисене те хастар хутшăнаççĕ. Çавна май кăçал районта пĕлсе тăрсах теприн сывлăхне йывăр суран кÿрессипе, вĕлерессипе тата мăшкăлассипе çыхăннă преступленисен шутне чакарма май килнĕ.

Хальхи вăхăтра районта çемье канăçлăхне час-час пăсакан 28 çын учетра тăрать. 17 çемье ăнăçсăррисен шутĕнче.

Л.ЕГОРОВА,
районти полици пайĕн участоксенчи уполномоченнăйĕсен начальникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code