Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Программа пурнăç шайне ÿстерет

Программа пурнăç шайне ÿстерет

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев республикăри районсемпе хуласенче пулнă май ертÿçĕсене яланах çапла калать: «Мĕн тунипе мар, мĕн тăвассипе паллаштарăр». Çакă, паллах, Чăваш Енĕн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕн комплекслă программине аталантарассипе çыхăннă. Ăна пурнăçа кĕртсе пирĕн районта мĕнлерех ĕçсем пурнăçлама палăртаççĕ-ха? Çакăн пирки каласа пама ыйтрăмăр эпир Олег Николаевăн районти халăх штабĕн членĕнчен, Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптека директорĕнчен – ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕнчен Роза Молодовăран.

– Роза Николаевна, пилĕк çула йышăннă программа пирки мĕн каланă пулăттăр?

– Чăваш Енĕн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕн комплекслă программипе тĕплĕн паллашни çакăн евĕр пĕтĕмлетÿ тума май пачĕ: 5 çула çирĕплетнĕ документ экономикăна, промышленноçа, строительствăна, ял хуçалăхне, сывлăх сыхлавне, вĕренĕве, культурăна ырă варкăш кĕртсе халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерме пулăшĕ. Ăна пурнăçа кĕртесси кашни муниципалитетăн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май çакна Олег Николаев пусăмлатса каларĕ. Программăна пурнăçласа пирĕн районта 2025 çулччен инфратытăмпа çыхăннă 38 проекта пурнăçа кĕртме тĕв тытнă. Вĕсене ĕçлеттерсе яма пурĕ 485,13 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ. Çавăн пекех коммерципе çыхăннă 7 проект /446,5 миллион тенкĕлĕх/ хатĕрленĕ.

– Программăра çитес çулсенче çынсен вăтам пурнăç тăршшĕне палăрмаллах ÿстерес ыйтăва та хускатнă.

– Пурнăç тăршшĕне ÿстересси чи малтанах хамăртан килет пуль тетĕп эпĕ. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пыни, тĕрĕс апатланни пысăк вырăн йышăнать. Сывлăхлă пулас тесен çыннăн уçă сывлăшра кунне 5 çухрăмран кая мар утмаллине аса илтересшĕн. Унсăр пуçне медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ çулсерен ÿссе пынине палăртмалла – пулăшу тĕсĕсем анлăлансах пыни ырă улшăнусем параççĕ. Пурнăçламалли пысăк ĕçсен шутне медицина учрежденийĕсене юсанине е çĕнĕрен хăпартнине, халăха медпулăшупа, эмел хатĕрĕсемпе тата препаратсемпе тивĕçтернине асăнмалла. Ку енĕпе ĕçлекен программăсем 5 çул хушшинче туллин пурнăçланĕç. Районти 23 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет пулсан, çак кунсенче Çĕнĕ Арланкассинче, çывăх вăхăтра Тăрăм ялĕнче хута каймалла. Аслă Елчĕк ялĕнчи тухтăр амбулаторин çуртне юсама, Çирĕклĕ Шăхаль, Аслă Пăла Тимеш, Аслă Таяпа ялĕсенче сиплев çурчĕсем хута яма палăртнă.

– Халăхăн пурнăç шайне ÿстересси физкультурăпа тата спортпа туслă пулнинчен те нумай килет.

– Тĕрĕс. Спорта аталантарасси те тĕп тĕллевсен шутĕнче. Елчĕк ялĕнче хута яма пуçăннă стадион малашне шавпа туласса, вăл халăх сывлăхне çирĕплетессе тата спортра çĕнĕ çитĕнÿсемпе палăрма пулăшасса иккĕленмелли çук. Ăна хăтлăлатма республикăн тата вырăнти бюджетсенчен тивĕçлĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăт ыйтакан стадионра хоккей лапамĕ пулĕ. Футболистем валли те ятарлă площадка хута кайĕ. Çавăн пекех 400 метра чупмалли 4 çул, инçĕшне сикмелли вырăнсем уйăрĕç. Стадиона кăçалхи декабрь уйăхĕччен туса пĕтерме палăртнă.

Пĕтĕмлетсе каласан, Комплекслă программăн пурнăçа кĕртме палăртнă тĕллевĕсем анлă. Шкулсене, культура учрежденийĕсене, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене юсасси, халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси /районти 11 шыв башнине тĕпрен юсĕç, кăçал – 9 башньăна/, промышленноçа, строительствăна, экономикăна тата ытти тытăма аталантарни программăна туллин пурнăçлама май парĕ.

– Çивĕч ыйтусенчен пĕри – çул-йĕр пахалăхне ÿстересси…

– Районта çул-йĕре юсасси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн ку тытăмра та пысăк ĕçсем пурнăçлама палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне 8 çулăн проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ, ĕçе пурнăçлама 80 миллион тенкĕ кирлĕ. Юсама палăртнă çул-йĕрсен шутĕнче Елчĕк – Кĕçĕн Таяпа, Елчĕк – Курнавăш, Кушкă – Энтепе, «Комсомольски – Елчĕк – Пăва» – Хăвăлçырма çулĕсем. Калинино-Патăрьел — Елчĕк, Комсомольски – Елчĕк – Пăва, «Çĕрпÿ – Ульяновск» трасси – Яманчÿрел, Елчĕк-Курнавăш çулĕсене çутăпа тивĕçтересси тата тирпей-илем кĕртесси. Планра Аслă Пăла Тимеш, Кавал, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Елчĕк, Тÿскел, Çуткÿл, Курнавăш ялĕсенчи çул-йĕрсем. Çавăн пекех Елчĕк ялĕнчи Восточнăй урамри чарăну вырăнне йĕркелемелле.

Сăмах май, сентябрĕн 11-13-мĕшĕсенче эпир Чăваш Ен Пуçлăхне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсене суйлатпăр. Сăмаха ĕçпе çирĕплетекенсене, халăх шанăçне тÿрре кăларакансене çул парасчĕ…

Е.ПЕТРОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code