«Сывлăх патне утăм» проект хăйĕн географине анлăлатсах пырать.
Ĕнер Елчĕкри тĕп больницăн мобильлĕ бригади Аслă Пăла Тимешĕнче черетлĕ медицина тĕрĕслевĕ йĕркеленĕ. Специалистсем патĕнче йышăнура 7-8 ялтан 160 ытла çын пулнă.
— Кил умне килнĕ пулăшупа мĕншĕн усă курмалла мар? — тулли кăмăлтан пĕлтерчĕ ялти активистка Зинаида Портнова. — Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуçарнă проект ял çыннисемшĕн меллĕ те, тухăçлă та.

