Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç хăвăртлăхпа пахалăха юратать

Ĕç хăвăртлăхпа пахалăха юратать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура тĕпрен илсен строительствăпа çул-йĕр ыйтăвĕсене хускатрĕç.

Асăннă отрасльсен пуçлăхĕсем – «Стройэнергосервис» ООО директорĕ Александр Нягин тата «ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕ Вячеслав Сядуков тунă отчетсем тăрăх кăçал планпа палăртнă чылай объекта ĕçе кĕртнĕ. «Стройэнергосервис» общество заказчиксемпе çирĕплетнĕ 17 контрактран 8-шне пурнăçланă, çав шутран районта – Аслă Елчĕкри тĕп библиотекăра /200 пин тенкĕ/, Çĕнĕ Эйпеçри клубра /1 миллион та 327 пин/, районти тĕп больницăра /6 млн та 814 пин/ юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Тĕп объектра – Елчĕкри централизациленĕ клуб тытăмне юсассинче хăвăртлăх пĕчĕк пулнипе район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн кăмăлсăрлăхне пытармарĕ. Планпа пăхнă графика, кирек мĕнле пулсан та, пăхăнмаллах. Строительсем çулталăк пуçланнăранпа район тулашĕнче тата 10 объекта юсаса çĕнетнĕ е малалла ĕçлеççĕ.

«ДПМК «Яльчикское» ООО ĕçĕ-хĕлĕ те куç умĕнче. «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» проектпа килĕшÿллĕн Аслă Елчĕкре хоккей коробкипе кану паркне /3 млн та 494 пин те 308 тенкĕ/ хута янă нумаях пулмасть. Вăл ял çыннисемшĕн сывлăха çирĕплетмелли тĕп вырăн пулса тăнă. Çул-йĕр ăстисем çавăн пекех республика тата район пĕлтерĕшлĕ автоçулсене юсассипе тимлеççĕ.

Хăш-пĕр объектсем палăртнинчен каярах ĕçе кĕрсе пынине ертÿçĕсем кадрсем, строительство материалĕсем çитменнипе çыхăнтарчĕç.

Николай Петрович ку сăлтавпа ниепле те килĕшме пултараймарĕ:

– Хăйăр-чул таврашне хĕлле хатĕрлемелле!

Урапана хĕлле хатĕрлеме хушнă ваттисем. Ĕçе вăхăтлă пурнăçлама май парĕччĕ çакă.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code