Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Пултаруллă çын

Пултаруллă çын

пĕтĕм енĕпе пултаруллă çав.

Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче регионсем хушшинчи ял хĕрарăмĕсен «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» конкурс-фестиваль иртрĕ.

Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ мероприятин малтанхи тапхăрне республикăри районсенчен тата тулайран 18 çын хутшăннă, финала вĕсенчен саккăрăшĕ тухнă. Вăл йышра Вăрăмхăвари клуб заведующийĕ Лариса Казначеева та.

Конкурсантсем хăйсемпе паллаштарчĕç, чăваш йăли-йĕркисене сăнарларĕç, пултарулăхне кăтартрĕç, хăйсем хатĕрленĕ чăваш ĕçме-çимин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕç.

Лариса Ивановнăна районта пĕтĕм енĕпе харсăр хĕрарăм пулнине пĕлмеççĕ мар-ха. Фестивальте вара вăл хăйĕнче халĕччен «пытаннă» ăсталăх пурлăхне туллин çитерчĕ куракансемпе жюри членĕсем патне. Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев, ЧНКн пĕрремĕш вице-президенчĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов тата ыттисем те пирĕн ентешрен тĕлĕннине пытармарĕç.

«Пукрав ăшши» ярăмпа хатĕрленĕ пуян сĕтеле курнă пулсан эсир… Тăпăрчă торчĕ, «Така» тултармăш, «Чăх» пелĕш тата ытти чăваш наци апатне курма пынисем малтанах сĕтел умĕнчен кайма пĕлмесĕр сăнарĕç, ỹкерттерчĕç, рецептне çырса илчĕç.

Л.Казначеева сăмах-юмах тĕлĕшĕнчен те «парăма» кĕрес çук-ха — пĕлетпĕр. Вăл вара сăвă та çырать иккен. Паллă ентешсен çулталăкне халалланăскерне çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа, чуна витермелле вуларĕ. Пĕчĕк чухне артистка пулма ĕмĕтленнин тĕшши куçкĕретех çав. «Хĕр йĕнине» кăтартнинче те туллин ĕнентерчĕ çакна.

Пултарулăх тупăшăвĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвне шута илсе Лариса Казначеева хăйне евĕрлĕ номинацире — «Эткерлĕх пирĕштийĕнче» çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Конкурс тапхăрĕнче ăна мăшăрĕ Виталий, хĕрĕсем — Надеждăпа Елизавета, Лаш Таяпари «Сударушки» юрă-ташă ушкăнĕ, Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕсем (Лиза унта вĕренет) конкурссенче пысăк пулăшу пачĕç.

Н.Федоров.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code