Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Анне панă ĕне укçинчен услам ĕçне пуçăнтăмăр»

«Анне панă ĕне укçинчен услам ĕçне пуçăнтăмăр»

Аслă Елчĕкри Алевтина Патшина уйрăм предпринимателе пĕлмен-илтмен çын çуках пулĕ ялĕнче. «У околицы» лавкка тытса тăракан ăшă кулăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, ырă кăмăллă та тарават хĕрарăм кунта ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Яштака пỹ-силлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ усламçă тавар туянакансемпе яланах ăшшăн пуплет. Ял çыннисене паха таварпа кăна тивĕçтерес тесе ăнтăлать. Çавăнпах лавккана халăх йышлă çỹрет.

Алевтина Анатольевнăпа курса калаçас тĕллевпе ятарласа вĕсем патне çитрĕмĕр. Малтанах вăл хăш кун пушăраххине ыйтса пĕлнĕрен тỹрех хăтлă та пысăк çурт алăкне уçса кĕтĕмĕр.

Кухньăра кăштăртатакан хĕрарăм вăхăтлăха канма ларнăччĕ те ача ĕмĕртетчĕ. Мĕнле ăшăлăхпа çепĕçлĕх, черченлĕх амăшĕн куçĕсенче. Çак самант хăех Алевтинăна тĕпрен сăнласа панăн туйăнать. Икĕ çулхи Миша ют çынсем кĕнине пăхмасăр малалла тулли кăмăлпа кăкăр ĕмĕт. Шăпăрлан хăйĕн пĕчĕк аллисемпе амăшĕн кăкăрне çепĕççĕн ярса тытнă. Çакăн пек илĕртỹллĕ те асамлăх кỹрекен ỹкерчĕке тахçантанпах курманнипе-тĕр чун-чĕрере лăпкăлăх хуçаланчĕ, амăшĕн туйăмĕсемпе çунатланма хистерĕ.

— Алевтина, паян чылай çамрăк амăшĕ хитре пỹ-си сарăлса каясран шикленсе пепкине кăкăр ĕмĕртмест. Санăн ывăлу вара тăпăртатса чупса çỹрет пулсан та хырăмĕ выçсанах амăшĕн чĕрçи çине хăпарса каять…

— Мана чи малтан ỹт-пỹ хитрелĕхĕ мар, ачан сывлăхĕ шухăшлаттарать. Çавăнпа та эпĕ тĕпренчĕкĕмсене 2-3 çулчченех кăкăр çитернĕ. Пĕр тесен эпĕ çамрăках та мар, аслă ывăлпа кĕçĕннин çул-ỹсĕм уйрăмлăхĕ шăпах 20 çул. Икĕ çул каялла ача çураттаракан уйрăмран тухнă чухне акушеркăсем мана: «Мăнуксем илме килмелле пултăр», — тесе ăсатса ячĕç. Пĕр вăхăт нимĕн чĕнеймерĕм вĕт. Кайран кăна: «Çапла пултăр», — тесе хутăм. 39 çултаччĕ эпĕ.

Ачасем çинчен сăмах пуçарнă май, вĕсем пирĕн виççĕн. Асли, Кирилл, Хусанти нефтьпе газ университечĕн бакалавриатне пĕтерчĕ. Халĕ унтах магистратурăра пĕлĕвне малалла тăсать. Спортпа туслă. Даша Елчĕкри 10-мĕш кадет класĕнче вĕренет. Паян шăпах пирĕн çемьен пысăк уяв — Миша икĕ çул тултарчĕ.

Паллах, кирек мĕнле хĕрарăмăн та, ỹсĕмне пăхмасăр, хитре кĕлеткеллĕ те матур пулас, илемлĕ курăнас килет. Пĕр тесен ытлашши ỹт хушма май та çук манăн, ĕç канăçлă тесех калаймăн. Ялан ура çинче, кĕçĕнни те пĕчĕккĕ.

— Алевтина, сăмаха ĕç çине куçариччен малтанах хăвăнпа тĕплĕнрех паллаштар-ха?

— Таяпа Энтри ялĕнчи Анатолипе Елена Михайловсен çемйинче кун çути курнă эпĕ. Çемьери пилĕк ачаран — тăваттăмĕшĕ. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ. Шкулти асамлă та илĕртỹллĕ вăхăтсем нихăçан та асăмран тухмаççĕ. Кашни çыннăн кун-çулĕнчи чи хаваслă вăхăт. Уйрăмах класс ертỹçи Валентина Федоровна Муллина панă ăслă сĕнỹ-канашсем манăçăнмаççĕ. Педагог ĕçне парăннă чăн-чăн вĕрентекен çеç марччĕ вăл, чуна уçса калаçмалли аслă тантăшчĕ, вăрттăнлăхсене упрама пĕлекен уçă та ырă кăмăллă воспитательччĕ. Паян та ырă чунлă хĕрарăма ăшшăн аса илетĕп. Яланах ун пек сăпайлă, типтерлĕ пулас тесе тăрăшаттăм.

— Вăтам шкул хыççăн юратнă учительница пек педагог пулас шухăш çуралчĕ-и?

— Çавăн пек калама та пулать. Пĕчĕкренех ачасене воспитани парас, вĕрентес, вĕсемпе тĕрлĕ вăйăсем выляс килетчĕ. Урамра та тантăшсемпе пуканелле выляттăмăр. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти педагогика колледжне воспитателе вĕренме кĕтĕм, анчах хам юратакан профессипе пĕр кун та ĕçлеме тỹр килмерĕ.

— Мĕн сиксе тухрĕ?

— Мĕнле шăпа кĕтет ĕнтĕ хĕр упраçа?! Тăххăрмĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах паллашнăччĕ пулас мăшăрпа. Аслă Елчĕк каччисем пирĕн яла хĕрсем патне килетчĕç. Мана та пĕринче тантăшсем пĕрле уçăлса çỹреме чĕнчĕç. Кỹршĕ ял каччисем УАЗ автомашинăпах килнĕ. Куллен утас килменрен Олега леçсе яма ыйтнă вĕсем. Çапла паллашса юлташлантăмăр. Каярахпа тантăшсене çав йĕкĕтсемпе çемье чăмăртама шăпа пỹрмерĕ пулинех. Эпĕ иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне Олега качча тухрăм. Вăл манран 6 çул аслăрах. Вара заочнăй уйрăма куçса вĕренсе пĕтертĕм.

— Студентка-кине епле кĕтсе илчĕç мăшăрун килĕнче?

— 18-ти хĕр пурнăç тути-масине ăнлансах та çитеймен ĕнтĕ. Хунямапа хуняçа — Зоя Александровнăпа Зинон Маркович, çавăн пекех асанне — Елизавета Николаевна питĕ ырă çынсем пулчĕç. Унтанпа 22 çул иртсе кайрĕ пулсан та хунямапа урлă сăмах вакласа курман. Аттепе асанне çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Вĕсен ырăлăхĕ, ăшпиллĕхĕ яланах ăшăтса тăрать пире. Асанне 100 çула кăштах кăна çитеймерĕ. Вăл пирĕн аслă ывăла та пăхрĕ-ха. Тата çакна та каласа хăварас: йышлăн пурăннă эпир малтанах. Андрей çемйи те тĕп килтен уйрăлса тухманччĕ-ха ун чухне. Килĕштерсе пурăнаттăмăр.

— Упăшкăр çинчен те кĕскен каласа пар-ха?

— Олег хальхи вăхăтра Елчĕкри газ участокĕнче слесарьте тăрăшать. Ку ĕçе суйласа илни 10 çул иртрĕ. Аслă пĕлỹллĕ. Чăваш ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе агроном специальноçне алла илнĕ. Газ участокне вырнаçиччен тĕрлĕ çĕрте вăй хучĕ. Çурта аслăлатас тесе «шабаша» та çỹрерĕ-ха. Пĕр вăхăт иксĕмĕр ял халăхĕнчен сĕт пуçтартăмăр. Кăкăр ачине ват асламăшĕпе пăрахса хăварса пурнăçа йỹнеçтерсе пурăнма тăрăшнă. Олег ылтăн алăллă кил хуçи, ачасен юратнă ашшĕ, хисеплĕ мăшăр, амăшне хаклакан ывăл.

— Алевтина, услам ĕçне пуçăнасси ăçтан пуçланчĕ?

— Пирĕн вăхăтра качча каякан хĕрсене ашшĕ-амăшĕ упăшкин килне пушă алăпа кăларса яман: выльăхне те панă, минтер-тỹшекне те… Анне мана: «Хĕрĕм, ĕне вырăнне укçа паратăп, унпа лавкка уçăр», — тесе пиллерĕ. Вăл çулсенче ĕне 25 пин тенкĕ тăратчĕ. Алăра укçа пур, умра тахçантанпах кивĕ киоск усăсăр ларать. Анне ăна курсах çапла ырă канаш панă пулĕ.

— Кирек мĕнле ĕçĕн пуçламăшĕ те çăмăл мар…

— Чăннипех те шăмă витĕр тухрĕ документсем тутарасси. Пурне те укçа памалла, тỹлевсем те пĕчĕк мар. Хут ĕçĕсене вĕçлесен алăра 4,5 пин тенкĕ тăрса юлчĕ. Ку вара тавар кỹрсе килмелли. Киоскра штуклă таварсăр пуçне мĕнех сутайăн?! Пĕрремĕш тавар туянакансене халĕ те лайăх астăватăп. Велосипедпа ярăнса çỹрекен Гагарин урамĕнчи шкул ачисем шоколад туянчĕç ун чухне. Вак тавар сутнипех малалла каяймăн. Çитменнине пурнăçĕ те çăмăл марччĕ, укçа-тенкĕ хĕсĕкчĕ.

— Тавар турттарса килесси те хăвăн çинче пулчĕ-и?

— Малтанах Олег Канаша кайса таварсем илсе килетчĕ. Каярахпа, килте стройка пуçăнсан, унăн вăхăчĕ çитейместчĕ. Килти кивĕ УАЗпа кайма водитель тупаттăмăрччĕ. Пĕрне ыйтан, теприне… Юлашкинчен çынна калама та намăсланатăн. Вара мăшăрăм водителе вĕренме сĕнчĕ. Часах ятарлă курсра вĕренсе водитель правине илтĕм. Тепĕр куннех: «Халĕ хăвах тавара каятăн ĕнтĕ», — терĕ мана мăшăрăм. Чăннипех те Канаша тухса кайрăм. Курттăм таварсем сутакан база патне çитсе тăтăм, анчах автомашинăна каялла чакарса кирлĕ çĕре тăратма шикленетĕп. Хăранăран йĕрес те килет. Çывăхра тăракан арçынсенчен пулăшу ыйтрăм вара. Тулли тиевпе каялла кайнă чухне çанталăк пăсăлчĕ, çил-тăман алхасрĕ. Киле çитнĕ çĕре 1 килограмм чакнине ăнлантăм.

— Унтанпа 20 çул иртнĕ. Халĕ инçе çул пит шиклентермест пулĕ?

— Паллах, руль умне ларнăçемĕн опычĕ пухăнсах пырать, çапах та çул çинче темĕн те сиксе тухма пултарать. Калăпăр, автомашина çĕмĕрĕлсе ларать, урапа шăтать… Турă сыхлатăр инкек-синкекрен. Çуллахи вăхăтра автомашинăпа ытларах ывăлăм çỹрет. Куллен кирлĕ таварсене Шупашкар, Канаш, Хусан хулисенчи базăсенчен турттарса килетпĕр.

— Паян эсир лавккана çĕнетес тесе тимлени курăнать.

— Самана таппи çапла ыйтать. Хĕсĕкрех пулнăран пысăклатас, хăтлăлатас терĕмĕр. Сентресем çине кăларса хунă таварсене суйласа илме меллĕ. Кун пек чухне мĕн кирли тỹрех куçа курăнать. Тавар илекенсен ыйтăвне кирлĕ пек тивĕçтересси тĕп тĕллев манăн.

Лавккара иккĕн ĕçлетпĕр. Сутуçăн кану кунĕ пултăр тесе прилавок умне тăратăп. Ирхине 7 сехетрен пуçласа каçхине 7 сехетчен. Кун пек чухне 20 минутра мĕн пиçсе ĕлкĕрет, çавна пĕçеретĕп. Хамăн канмалли кун чухне вара тавара каятăп. Юрать Мишăпа хуняма е анне лараççĕ. Хальлĕхе ăна ача садне яман-ха.

— Килти ĕçсене мĕнле туса ĕлкĕретĕн? Çурт-йĕрĕр те пысăк.

— Картишĕнче выльăх-чĕрлĕх тытмастпăр. Ĕнене те сутса ятăмăр. Чăх-чĕп кăна. Кил-çуртри ĕçсене тума вăхăт çитеретпĕрех. Ыйхă мĕнне маннă. Хуçалăхра тăтăшах тумалли, çĕнетмелли тупăнсах тăрать. Ун пек чухне пурте пĕрле кар тăрса ĕçлетпĕр. Пирĕн çемье харсăр кил хуçи аллинче.

— Алевтина, эсĕ питĕ ырă кăмăллă çын тенине илтнĕ…

— Çынпа усал пулма тăрăшмастăп. Сасă хăпартас йăла çук манăн. Яланах теприн нуши-хуйхине ăнланма тăрăшатăп. Унăн савăнăçне пĕрле пайласси те манăн чунра. Ял уявĕ-и, е спорт мероприятийĕ иртет — ыйтсан спонсорла пулăшу паратăп. Ялти чиркĕве тунă çĕрте те май килнĕ таран пулăшу кỹнĕ.

— Лавкка хуçин паянхи цифра технологийĕпе туслă пулмалла…

— Çапла. Компьютер ал айĕнчех. Унсăр май çук. Çавăн пекех «Меркурий» тытăмне лайăх пĕлмелле, маркировкăсене йĕркелесе пымалла. Лавккана видеокурав вырнаçтарнă. Ăна та пăхмалла. Ун тăрăх ултавçăсене тăрă шыв çине кăларма меллĕ. Хам çынна «лартма» юратмастăп та, ыттисенчен те çавнах кĕтетĕп. Анчах пур çыннăн та намăс туйăмĕ çук çав. Манăн тавар туянакана улталаса, калăпăр, срокран тухнă япала сутса, пуяс йăла çук. Эпир сутакан таварпа кашни çын кăмăллă пултăр.

— Çынпа пĕр чĕлхе тупасси нихăçан та çăмăл мар.

— Паллах. Лавккана такам та кĕрсе тухать. Ял çыннине лайăх пĕлетĕн те кам мĕнлине, вăл мĕн килĕштернине — çавăнпа çăмăлрах. Тата мана ĕçре ЧПУн психологи факультетне пĕтерни нумай пулăшать. Профессипе ĕçлемесен те пурнăçра çав тери кирлĕ аслă пĕлỹ пурри.

— Алевтина, саншăн пурнăçра мĕн хаклă?

— Паллах, çемье. Епле те пулсан ачасем сывлăхлă çитĕнччĕр, йĕркеллĕ çынсем пулса ỹсчĕр. Вĕсем -пирĕн пуласлăх. Эпир паян вĕсен малашлăхĕшĕн вăй хурса, кану мĕнне пĕлмесĕр тăрăшатпăр. Тĕнчере мирлĕ пурнăç хуçалантăр. Ку вăл кашни амăшĕн кĕлли, пилĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code