Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > яженщина

Телей килĕшỹпе çураçуран килет

Пысăк хăвăртлăхпа шуса пыракан самана таппи хулапа ялăн пурнăç йĕркине чылай енĕпе танлаштарчĕ. Уйрăмах ял хĕрарăмĕн йăла пурнăçĕн майĕсем лайăхланса çĕнелни палăрмаллах сисĕнет. Çав вăхăтрах тĕнчен черченлĕхĕсене, чи çывăх та хаклă çыннăмăрсене чĕрĕ чечексем парнелесе вĕсен çепĕç кăмăл-туйăмне ытларах çĕклекен чăн-чăн арçынсене те çăмăлрах. Вунă çул каялла кăна-ха юратнă çынна,

Подробнее

«Анне панă ĕне укçинчен услам ĕçне пуçăнтăмăр»

Аслă Елчĕкри Алевтина Патшина уйрăм предпринимателе пĕлмен-илтмен çын çуках пулĕ ялĕнче. "У околицы" лавкка тытса тăракан ăшă кулăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, ырă кăмăллă та тарават хĕрарăм кунта ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Яштака пỹ-силлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ усламçă тавар туянакансемпе яланах ăшшăн пуплет. Ял çыннисене паха таварпа кăна тивĕçтерес тесе ăнтăлать. Çавăнпах лавккана

Подробнее

Чи малтанах — кил ăшшине упракан

Елчĕкри "Меридиан" суту-илỹ çуртĕнче лавккасемсĕр пуçне тĕрлĕ кантурсем вырнаçнă. Вĕсенчен пĕри - Чăваш Республикин Елчĕк нотариат округĕн ĕç пỹлĕмĕ. Районти пĕртен-пĕр нотариуспа Руфина Воронцовăпа çывăхрах паллашас, чуна уçса калаçас тесе ăна хамăрăн тĕпеле чĕнтĕмĕр. - Руфина Георгиевна, питĕ хăйне евĕрлĕ, илемлĕ, час-часах тĕл пулман ят санăн? - Аттене СССР халăх артистки Руфина

Подробнее

Мăшăр ăнланăвĕ, хавхалантарăвĕ хастарлăха ỹстерет

Чуна уçса калаçакан проектăн тĕпелĕнче - патшалăх регистрацийĕн, кадастрпа картографин федераци службин Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсен муниципалитет ертỹçин çумĕ, РФ граждан службин 2 класлă патшалăх советникĕ Алена Воробьева. Тỹрĕ кăмăллă ĕçшĕн ведомство наградисене сахал мар тивĕçнĕ Алена Ивановнăпа унăн кабинетĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Ĕçлĕ хĕрарăмăн кĕсье е стационар телефонĕсем

Подробнее

Урăхла пулаймастăп

Паян хамăр тĕпеле Патреккелте çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан паллă блогера Эльвира Борисовăна чĕнтĕм. Вулакансен хушшинче аслă ăру çыннисем ытларах пулнине шута илсе блогер кам пулнине те пĕлтерни вырăнлă пулĕ. Блогер – интернетпа туслă çын, вăл хăйĕн каналне, сайтне е страницине ертсе пырать. Пĕр сăмахпа каласан, цифра аталанăвĕнчи массăллă информаци

Подробнее

Илемлĕх тĕнчене çăлать

тесе ахальтен каламан-тăр. Самана таппи пĕр вĕçĕмсĕр малалла вирхĕнни ял хĕрарăмĕн шухăшлавне, тыткаларăшне, тумне, сăн-сăпатне улăштарнине пурте лайăх асăрхатпăр. Унччентерех хуларан килнĕ хĕр упраç ялтинчен раснарах тăни курăнатчĕ. Чи малтанах илемлĕн сăрланнипе, куç тĕкĕсем Барби пуканисенни пек вăрăм та çăра пулнипе тыткăнлатчĕ. Юлашки çулсенче вара вĕсене уйăрса илеймĕн: ялтисем те

Подробнее

«Ĕçе вĕрентнĕшĕн аттепе аннене пысăк тав»

Кулленхи ĕçрен кăштах кăна пăрăнса пурнăç çинчен чуна уçса калаçас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова патне çул тытрăм. Ĕç кунĕ вĕçленсе пычĕ пулсан та пуçлăх-хĕрарăмпа лăпкăн калаçса ларма ансатах мар: кабинета кĕрсе канашлаççĕ, документсем çине алă пустараççĕ… Телефонĕ те вĕçĕмсĕр

Подробнее

«Савăнăçлă кăмăлпа ĕçе каятăп, каçхине çавăн пек кăмăлпах киле таврăнатăп»

Ял хĕрарăмĕ… Хастар та пултаруллă, кил-çурт ăшшипе хăтлăхĕ, çемье телейĕ, хуçалăх тĕрекĕ те вăл. Эпир ача-пăча чухне ял хĕрарăмĕ тесен чи малтанах куç умне ир-ирех ферма утакан выльăх-чĕрлĕх пăхакансем е сенĕк-кĕреçе, çулла муттик йăтса уй-хире васкакан колхозницăсем куç умне тухса тăратчĕç. Çĕнĕрен те çĕнĕ саманана куçса пынă май, ял хĕрарăмĕсем

Подробнее