Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ял çыннин малашлăхĕ пур

Ял çыннин малашлăхĕ пур

Федерацин тата Чăваш Енри ял хуçалăх аталанăвĕн программисемпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ял хуçалăх таварне туса илекенсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу кỹрет. Çакна шута илсе хальхи вăхăтра «Агро-Инновацисем» унитари предприятире фермерсене пулăшу кỹрес тата ял хуçалăх кооперативĕсене аталантарас тĕллевпе пĕр тытăм — компетенцисен центрне туса хунă. Компетенцисен центрĕн информатикăпа аналитика уйрăмĕн начальникĕ Андрей Петров иртнĕ кунсенче Елчĕк район администрацийĕн специалисчĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата хушма хуçалăх тытса пыракан граждансемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçни патшалăх пулăшăвĕн тĕсĕсем çинчен тата ытти тĕрлĕрен ыйтусене тĕплĕнрех уçăмлатма май панине палăртнă унта хутшăнакансем. Пĕр сăмахпа, тĕл пулу усăллă иртнĕ.

Республикăри АПК аталанăвне пĕчĕк агробизнес та пысăк витĕм кỹрет. Мĕншĕн тесен ял хуçалăх таварне туса илекенсен 60 яхăн проценчĕ — хресчен (фермер) хуçалăхĕсем тата хушма хуçалăхсем. Çакна кура пĕчĕк хуçалăхсене те аталанса çĕнĕ шая тухмалли майсене патшалăх шайĕнче палăртни тĕрĕс те кирлĕ йышăну тесе палăртнă «Агро-Инновацисем» унитарлă предприяти специалисчĕ. Çавăн пекех вăл грант пулăшăвĕсен кашни тĕсĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăнă. Вĕсем вара 5 тĕрлĕ. Федераци программисем — «Агростартап», «Çемье ферми», «Агропрогресс», ял хуçалăх производство кооперативĕсене пурлăхпа техника никĕсне аталантармалли тата сыр тăвакансене, çырла ỹстерекенсене, пулă ĕрчетекенсене пулăшакан «Перспектива» грантсем.

Хальхи вăхăтра район администрацийĕн ял хуçалăх пайне патшалăх пулăшăвĕпе усă курма кăмăл тăвакан 16 çын заявленипе тухнă, вĕсенчен 9-шĕ уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе мăйракаллă шултăра ĕне выльăх, 5-шĕ сăвăнакан ĕнесем, 2-шĕ ял хуçалăх техники туянасшăн.

Хальхи вăхăтра чи нумай çын «Агростартап» программăна хутшăнать. Вăл хăйсен ĕçне йĕркелесе яма кăмăл тăвакансемшĕн меллĕ пулма тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен ку чухне регистрациленнĕ фермер хуçалăхĕ пулни те чăрмантармасть. Вăл хушма хуçалăх тытакан çыншăн та меллĕ. Анчах грант илес тесен хресчен (фермер) хуçалăхне 1 уйăхра йĕркелеме е харпăр хăй предприниматель пек регистрациленмелле. «Агростартап» грант, пĕтĕмĕшле илсен, фермерсен проекчĕсем, вĕсем мăйракаллă шултăра выльăх, пыл хурчĕ ĕрчетессипе, ỹсен-тăран ỹстерессипе çыхăннă. «Агростартап» программăпа килĕшỹллĕн уйăракан укçа-тенкĕ виçи хальччен 3 миллион тенкĕпе танлашнă: 90 процентне патшалăх уйăрнă, 10 процентне фермер хăй хывнă. Çавăн пекех республикăра иккĕмĕш çул «Агропрогресс» тата «Перспектива» грантсем пурнăçланаççĕ. Пĕрремĕшне ялта 2 çултан кая мар ĕçлекен пысăках мар ял хуçалăх предприятийĕсем хресчен (фермер) тата уйрăм хушма хуçалăхсем, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен предпринимательсем тата потребитель кооперативĕсем çак шута кĕмеççĕ) хутшăнма пултараççĕ. Грант проект тăкакĕн 25 процентне саплаштарать. Унпа проекта пурнăçа кĕртме илнĕ кредитăн процентне тỹлеме, производство объекчĕсем тума, техника, ятарлă транспорт туянма юрать. «Перспектива» — Раççей ял хуçалăх банкĕн пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ проект. Вăл Чăваш аграри университечĕ ирттерекен «Фермерсен шкулĕнчен» вĕренсе тухакансене аталанма пулăшать. Конкурса фермерсем те, предпринимательсем те, организацисем те, çав шутра ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Грант виçи — 10 миллион тенкĕ таран. Ĕçе йĕркелекенĕн хăйĕн укçине 30 процент хывмалла. Субсидипе тавара тирпейлемелли тата упрамалли сооруженисем тума тата вĕсене упрама уйăраççĕ.

Сăмах май, «Агро-Инновацисем» унитари предприятийĕнчи компетенцисен центрĕн специалисчĕсем 2022 çулхи 6 уйăхра конкурса хутшăнакансене 100 ытла бизнес-план хатĕрлесе панă. Паллах, вĕсем ытти документсене те хатĕрлеме пулăшаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code