Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цветковсем — çĕнтерỹшĕн!

Цветковсем — çĕнтерỹшĕн!

Чăн-чăн çĕр çыннисем — Курнавăш ялĕнче пурăнакан хресчен (фермер) хуçалăхĕсене йĕркелесе пыракан Цветковсем — Юрий Николаевичпа Елена Витальевна çак çулсем тăршшĕпех ырми-канми тăрăшуллă ĕçĕ-хĕлĕпе палăрса тăнисĕр пуçне, тĕнчери лару-тăру çивĕчленсе пынă вăхăтра та пуçаруллă пулнипе палăрчĕç. Çапла майпа вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕç.

Цветковсен çемйи инкеке лекнĕ Донбасс çыннисемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшса 60 тонна, пурĕ 1 миллион тенкĕ ытлалăх тĕрлĕрен кĕрпе парса пулăшма пулчĕ. Чĕр тавара 30 килограмлă михĕсем çине тултарнă. Кашни михĕ çине «Чувашия. Яльчики. Фермеры Цветковы. За Победу!» тесе çырнă этикетка çыпăçтарнă. Çакăн пек сăмахсем çар çыннисемпе пусмăртан ирĕке тухнă территорисенче пурăнакансен чун-чĕрине пырса тивме тивĕçлех.

Ушкăн продукцие Çĕрпỹ хулинчен тиесе ăсатнă çĕрте хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Юрий Цветков хăй те пулнă, паллах.

…Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене туса илессипе специализациленнĕ Цветковсен хресчен (фермер) хуçалăхĕ унтан маларах Донбасри ирĕке кăларнă территорисенче çуркуннехи ака ĕçĕсене ирттерме 68 тонна (пĕр вагон) элита репродукцири вăрлăх ăсатнă. Унсăр пуçне, хăйсен çемйи ячĕпе 100 пин тенкĕ куçарнă, районти предприяти-организацисем хутшăннипе иртекен акцирен те юлман, унта та хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хывнă. Цветковсем чăн-чăн патриотсем мар-и?

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code