Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрле эпир вăйлă, мăнаçлă

Пĕрле эпир вăйлă, мăнаçлă

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене паян тĕрлĕ енлĕ пулăшу кирлĕ. Районти хĕрарăмсен, ветерансен канашĕсен членĕсем салтаксене ăшă нускисем çыхса парас тата ыттисем çыхнисене пуçтарас тивĕçе хăйсем çине илчĕç.

Чăваш Тăрăм ялĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Васса Краснова икĕ кун хушшинче 120 мăшăр çăм нуски пуçтарнă.

— Тавах ялти асаннесемпе кукамайсене пулăшу аллине тăснăшăн. Çак пархатарлă ĕçрен 90 çул тултаракан Анна Албутова та аякка юлмарĕ, — тет вăл.

Çавăн пекех ĕç ветеранĕсем Галина Щипцова, Нина Фролова (Елчĕк), Зинаида Кантеева (Аслă Елчĕк), Галина Можаева (Патреккел) чылай нуски çыхса хатĕрленĕ.

Патреккел ялĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕ Лилия Доброхотова вара мобилизациленекен салтаксем валли пĕр харăсах 22 мăшăр çăм нуски çыхса пачĕ. Вăл, 1932 çулта çуралнăскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче те аслисемпе пĕрле фронта нускисем çыхса посылкăсем яма хутшăннă.

— «Пĕтĕмпех — фронта, пĕтĕмпех — çĕнтерỹшĕн!» лозунгри сăмахсем манăн чĕрене ачаранах вырнаçнă. Ылханлă фашист тепĕр хут пуç çĕклессе шутлама та пултарайман эпĕ, — тет Лилия аппа.

Тип Тимеш ялĕнчи ветерансем те нуски çыхас тата ăшă япаласем пуçтарас ĕçре хастарлăх кăтартнă.

Çакăн пек тĕслĕхсем районта питĕ нумай. Салтаксен чунĕсене ăшăтма сăмса тутрисем те тĕрлерĕ чылайăшĕ. Пулăшу аллине районти культура, вĕрентỹ ĕçченĕсем, ветерансен, хĕрарăмсен канашĕсем, волонтерсем, уйрăм предприятисемпе предпринимательсем… — мĕн пур халăх активлă хутшăнать. Кам япала е апат-çимĕç, кам укçа-тенкĕ уйăрса пулăшу аллине тăсаççĕ.

Пĕрле эпир вăйлă, мăнаçлă.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Лилия Доброхотова (варринчи) пĕр касри хĕрарăмсемпе Галина тата Елена Доброхотовăсемпе

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code