Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăçпа кăмăллă

Пурнăçпа кăмăллă

Шуршу ялĕнчи Клавдия Филиппова 90 çулхи юбилейне паллă тунă.

Сумлă датăпа ăна Аслă Таяпа территори пайĕн начальникĕ Анатолий Скворцов тата ялти хĕрарăмсен канашĕн ертỹçи Антонина Павлова саламланă, парнепе чысланă.

Клавдия Анисимовна хăйĕн ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ, мăшăрĕпе, Сергей Константиновичпа, пилĕк ача çитĕнтернĕ. Халĕ мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем те йышлă ĕнтĕ.

Юбилярăн мăшăрĕ пурнăçран питĕ ир уйрăлнă. Ăста алăллă пулнăскер, ялта сахал мар çурт çĕкленĕ. Ĕç ветеранĕ халĕ ывăлĕн çемйипе пурăнать, çак çула çитнипе хĕпĕртесе Турра тав тăвать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code