Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Леонард Левый – район администрацийĕн пуçлăхĕ

Леонард Левый – район администрацийĕн пуçлăхĕ

Ноябрĕн 3-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхне суйлас енĕпе çирĕплетнĕ конкурс комиссийĕн членĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем, хăнасем хутшăнчĕç. Ларăва Елчĕк район пуçлăхĕ – пуху председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ.

Районти Депутатсен пухăвĕн ларăвне кĕртнĕ ыйту район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетессипе çыхăннă. Ăна пăхса тухас умĕн Вячеслав Сядуков района 20 çул ăнăçлă ертсе пынă, унăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвне пысăк тÿпе хывнă Николай Миллина сăмах пачĕ, пархатарлă та тивĕçлĕ ĕçшĕн пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Николай Петрович хăй ĕçленĕ тапхăрта район халăхĕн ырлăхĕшĕн пурнăçланă ĕç-хĕле асăнчĕ, лартнă тĕллевсене пурнăçласа пырас ĕçре çынсем ăнланнине, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсемпе, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсемпе тата ыттисемпе килĕшÿре ĕçлесе, пĕр-пĕрне пулăшса пынине палăртрĕ.

Ларăва пуçтарăннисен умĕнче район администрацийĕн пуçлăхне суйлас енĕпе çирĕплетнĕ конкурс комиссийĕн председателĕ – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов сăмах илчĕ. Вăл маларах район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма ятарлă конкурс комиссийĕ йĕркеленине палăртрĕ, депутатсене комисси ларăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ, конкурс тĕрĕслевĕ витĕр ăнăçлă тухнă 2 кандидата – Леонард Васильевич Левыйпа Николай Петрович Петрова – пăхса тухма сĕнчĕ. Депутатсем уçă сасăлавра пĕр саслă пулса Леонард Левыя район администрацийĕн пуçлăхĕ пулма çирĕплетрĕç, районти Депутатсен пухăвĕн председательне Вячеслав Сядукова район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа контракт çырма сĕнчĕç. Ертÿçĕсем контракта алă пусса çирĕплетрĕç.

Петр Краснов Леонард Левыя çĕнĕ должноçа йышăннă ятпа саламларĕ, çăмăл мар ĕçре ăнăçусемпе çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх сунчĕ. Салам сăмахĕсем çумне ыттисем те хутшăнчĕç.

Леонард Васильевич хăйĕн кĕске сăмахĕнче халăха хăйне шаннăшăн тав турĕ, район администрацине ертсе пырас ĕçре палăртнă тĕллевсене тивĕçлипе пурнăçласа пыма шантарчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕнче: ертÿçĕсем контракта çирĕплетрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code