Чăваш совет поэчĕ, литература критикĕ,Çеçпĕл Мишши хыççăн чăваш поэзийĕн теорине тата силлабо-тоника йĕркине аталантараканĕ, общество ĕçченĕ Григорий Кузнецов-Кели (1901-1931) çуралнăранпа кăçал 125 çул çитрĕ.

Кели Кĕркурийĕ 1901 çулта Хусан кĕпĕрнин Теччĕ уесĕнчи Курнавăш вулăсне кĕнĕ Тĕмер ялĕнчи хресченрен учителе тухнă, чиркỹ псаломщикĕнче ĕçленĕ Иван Герасимович Кузнецов çемйинче çуралнă. Амăшĕ — Мария Васильевна — Турхан ялĕнчен. Унпа пĕртăвансем эпир пурте пĕлекен Яков, Федор, Андрей Турхансем чиркỹре пачăшкăра, шкулта учительте ĕçленĕ, поэзипе, чăваш халăх историйĕпе интересленнĕ, нумай вĕреннĕ çынсем пулнă. Çамрăк Кĕркури амăшĕ çуралса ỹснĕ килте пулса куккăшĕсемпе пĕрре мар курнăçнă. Вĕсен тĕслĕхĕпе литературăпа, уйрăмах поэзипе интересленме тытăннă. Амăшĕн тĕслĕхĕ те витĕмлĕ пулнă ахăр. Евгений Турхан хăйĕн «Потомки Аттилы» кĕнекинче Григорий амăшĕ пирки çапла çырать: «Мария Васильевна (1878-1965) ырă кăмăллă, ĕçчен, сăпайлă хĕрарăм пулнă. Ниçта та вĕренмен пулин те хăй тĕллĕнех вулама, çырма вĕреннĕ. Ачисене пĕччен тенĕ пекех воспитани парса ỹстернĕ. Виçĕ ачи аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕнинче унăн тỹпи пысăк. Чăваш халăх сăмахлăхне питĕ лайăх пĕлнĕ. Хăйсен йăхĕн историйĕпе çыхăннă нумай халапа асра тытнă. Тĕмер чиркĕвĕн псаломщикне Иван Кузнецова (1880-1941) качча тухнă… Çар коммунизмĕ вăхăтĕнче Иван Кузнецов Йĕпреç уесĕнчи апат-çимĕç комиссарĕ пулнă, каярахпа Шупашкарта халăха социаллă пулăшу паракан халăх комиссарĕнче, тĕрлĕ уессенчи совет органĕсенче, Самар хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Пысăках мар икĕ кĕнеке кăларнă».
Тĕмерти икĕ класлă земство училищине вĕренсе пĕтерсен Кĕркури Етĕрне уесĕнче учительсен семинарийĕнче пĕлỹ илнĕ. «Етĕрне уесĕнчи чи малтанхи комсомолецсенчен пĕри. 7 уйăх ячейка секретарĕнче тăрăшнă. Комсомолăн вулăсри организаторĕ те пулать. 1920 çулхи çуркунне, 1901 çулта çуралнисене Хĕрлĕ Çар ретне чĕннĕ май, вăл Хĕрлĕ Çара каять.
Салтакран таврăнсан Патăрьел уесĕнчи (уес центрĕ Йĕпреçре вырнаçнă. — Н.Алексеев асăрхаттарăвĕ) милици уйрăмĕнче тата çутпайĕнче канцелярире ĕçлет. 1924 çулта Чăвашрабфакне кĕрет. Вĕреннĕ хушăра литература организацийĕнче тата хаçатсен корреспонденчĕ пулса ĕçлет. Профком культпайĕн пуçлăхĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Хутарти вулав çурчĕн пуçлăхĕ пулать. Рабфакран тухсассăн Ленинградри патшалăх университетне историпе архив ĕçне тата чĕлхепе литература тĕлĕшпе вĕренме кĕрет (чĕлхепе материаллă культура факультечĕ).
Кунта чухне Хĕвелтухăç халăхсен çуртĕнче, архивсенче ĕçлет. Литература организацийĕнче Ленинградри пролетари писателĕсен ассоциацийĕн (ЛАПП) чăваш секцине ертсе пыракансенчен пĕри. Секци секретарĕ те пулать. Хĕрлĕ салтаксем хушшинче нумай ĕçлет. Пĕр вăхăтра Чăваш çĕршывĕ çинчен вĕренме пулăшакан Ленинградри бюро секретарĕ те пулнă. Каникул вăхăтĕнче Шупашкара килсе ЧППА (Чăваш пролетариллĕ писательсен ассоциацийĕ) секретариатĕнче тата тĕп архивра ĕçлет.
Ленинградри университетăн юлашки курсĕнче чухне Кели ỹпке тата пыр туберкулезĕпе вăйсăрланса çитсе яла таврăнать. 1931 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче пыр чахотки аптратнипе пурнăçран уйрăлать. «Çамрăкла вилчĕ пулин те, чăвашсен илемлĕ литературине Кели юлташ чылай пысăк пурлăх парнелерĕ. Литература ĕçне вăл чĕререн юратса ĕçлесе пычĕ», — çапла çырнă Григорий Кузнецов-Келин 1932 çулта пичетленсе тухнă «Октябрь кĕввисем» кĕнекин «Кели пурнăçĕнчен» ятлă умсăмахĕнче унăн çывăх юлташĕ, нумай çул Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕнче ĕçленĕ Никифор Ваçанкка писатель.
Литература лаççине Кели чи малтан поэт пулса пырса кĕнĕ. Малтанхи сăввисене хăйĕн куккăшĕсен — Яков, Федор, Андрей Турхансен тĕслĕхĕпе хавхаланса çырнă.
Кели литература критикинче те çанă тавăрса ĕçленĕ. Вăл Петĕр Хусанкай, Никифор Ваçанкка, Николай Шупуççынни, Митта Ваçлейĕ тата ытти çыравçăсен пултарулăхне тишкерсе хак панă, чăваш литература критикине аталантарма пулăшнă.
Хăй çуралса ỹснĕ тăван ялпа нихăçан та çыхăну çухатман вăл. Майлă самант тупăнсанах Тĕмере — амăшĕ, икĕ шăллĕпе йăмăкĕ патне васканă. Халăх хушшинче çĕршывра пулса иртекен ырă улшăнусем çинчен каласа панă. Чăваш Республикин патшалăх тĕп архивĕнче упранакан Тĕмер ял Канашĕн ларăвĕсен протоколĕсем вăл ял пурнăçне активлă хутшăнни çинчен калаççĕ. Çакна шута илсе-и, ял канашĕпе «Коминтерн» колхоз правленийĕн пĕрлехи ларăвĕнче Григорий Кузнецов çемйине пуянсем тесе туртса илнĕ пĕр çурта парасси пирки сăмах хускатнă, анчах поэт татăклăн хирĕçленĕ. Ленинград университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра Кели хула хĕрĕпе пĕрлешнĕ. Мăшăрĕ, Евгения, ялти вулав çуртĕнче пианинăпа каласа халăха тĕлĕнтернине ваттисенчен хам та илтнĕччĕ.
Николай АЛЕКСЕЕВ,
РФ Журналистсен союзĕн членĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: Григорий Кузнецов-Кели.

