яланах тирпейлĕхре пулмалла.
Сăмах кунта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса лартнă ялсенчи палăксем пирки пырать. Тасалăхпа илемлĕхе Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне мала хуни паллă-ха. Халĕ шкул ачисем каникулта пулнипе-ши, хăш-пĕр ялсенче тỹнтерле ỹкерчĕке асăрхатăн. Памятник патне пыракан сукмак тата унăн таврашĕ çу тапхăрĕнче çум курăкпа, хĕлле юрпа хупланмалла мар.

