Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллевсем пысăк

Тĕллевсем пысăк

Ентешлĕх канашĕ хăйĕн çĕнĕ çул умĕнхи ларăвĕнче 2020 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче пурнăçламалли ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Тĕп вырăнта, паллах, Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине анлăн хатĕрленсе ирттересси. Ку тĕлĕшпе чылай мероприяти йĕркелеме палăртнă. Çавăн пекех Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Владимир Албутова асăнса волейболистсен VI уçă турнирĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Эктел çыравçă çуралнăранпа 70 çул çитнине халалласа литература каçĕсем, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн профессорĕн Сергей Алатыревăн юбилей чыславĕ иртĕç тата ытти те.

/Хамăр инф./

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code