Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салаватра ăмăртĕç

Салаватра ăмăртĕç

Хоккейла выляссипе аслă ушкăнра /2005-2006 çулсенче çуралнисем/ Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ XXII Спартакиада вĕçленнĕ.

Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ командишĕн вăл – питĕ ăнăçлă. «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче иртнĕ финал тапхăрĕнче пирĕн спортсменсем Шупашкар тата Патăрьел районĕсенчи тантăшĕсене парăнтарнă хыççăн тĕп парнешĕн Каçалсемпе тупăшнă, вĕсене 7:2 шутпа çĕнтернĕ. Роман Гаврилов /Патреккел шкулĕ/ Спартакиадăн чи лайăх бомбардирĕ пулса тăнă.

Спортăн çамрăк тусĕсене ăмăртусене асăннă тĕп шкулти физкультура учителĕ Александр Адюков хатĕрленĕ, ертсе пынă. Район командине вăл ытти çулсенче те пĕр хутчен мар çитĕнÿ çулĕ çине кăларнă. Нарăс уйăхĕн 11-18 мĕшĕсенче чемпионсем республика чысне Пушкăртстанри Салават хулинче хÿтĕлĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code