Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Канашри çĕнтерÿ

Канашри çĕнтерÿ

Канашра шкул ачисем – кире пуканĕ йăтакансем те Спартакиада шучĕпе республикăри ăмăртура вăй виçнĕ, Олег Федоров ертсе пынипе район команди пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кăçалхипе 12 хут!

Пирĕн атлетсен ăсталăхне ЧР кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн ертÿçи Юрий Карпов, Чăваш Енĕн тĕп тренерĕ Борис Глинкин та уйрăммăн палăртнă. Пьедестал çине хăпарнисен йышĕнче вара – Аэлина Чайкина, Александр Константинов /1-мĕш вырăн/, Камилла Николаева, Леонид Цветков, Андрей Ефимов, Николай Владимиров /2/, Екатерина Семенова, Дарья Петрова, Андрей Петров /3/.

Районти кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕпе Олег Федоровпа тачă çыхăнура ĕçлекен тренерсене – Анатолий Константинова, Михаил Скворцова, Сергей Александрова, Виктор Демьянова, Алексей Тихонова та саламлатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code