Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мухтавлă ывăл

Мухтавлă ывăл

1999 çулта Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралнă Павел Семенова çар тивĕçĕсене чыслăн пурнăçланăшăн II степень «Хăюлăхшăн» медальпе чысланă. РФ Президенчĕ В.Путин çак Указа кăçалхи августăн 18-мĕшĕнче алă пусса çирĕплетнĕ. Ялти шкул коллективĕ — вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те Павел çар тивĕçĕсене пурнăçланă вăхăтрах пысăк наградăна тивĕçме пултарнипе мухтанаççĕ.

Павел ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, мĕн ачаран техникăпа кăсăкланаканскер, Чăваш ял хуçалăх академийĕнче инженери енĕпе ăс пухнă. Спортпа туслă пулни тата çемьери 3 ачаран чи асли пулса çитĕнни те ăна çирĕп кăмăллă, хăюллă пулма хистенĕ ĕнтĕ.

Академирен вĕренсе тухса диплом ĕçне хỹтĕленĕ хыççăнах Павел чун-чĕри хушнипе çĕршыв хỹтĕлевçин ретне тăнă. Малтанхи вăхăтра салтак тивĕçне Белгород облаçĕнчи Шебекинăри çар чаçĕнче пурнăçланă. Çар Уставне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине командирсем те асăрханă. Ытти салтаксем хушшинче расна кăмăл-туйăм уйрăмлăхĕпе палăрса тăракан Павел Семенова кĕске вăхăтрах сержант званине параççĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче тупăшни, ĕçре пиçĕхни ял çамрăкĕсене çар вĕренĕвĕн малтанхи тапхăрĕнче йывăрлăхсене çĕнтерме те пулăшнă, паллах.

Унăн çар службин тепĕр тапхăрĕ Мускавра, Мускав облаçĕнчи Наро-Фоминск хулинче иртнĕ. Кăçалхи июль уйăхĕнче вара служба вăхăчĕ вĕçленнипе тăван тăрăха таврăннă. Награда та нумай кĕттермен, Раççей пуласлăхне сыхлассипе хăюлăх кăтартнăшăн çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă Павел Семенова шыраса тупнă. Комсомольски тата Елчĕк округĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов подполковник иртнĕ кунсенче унăн кăкăрĕ çине II степень «Хăюлăхшăн» («За храбрость») медаль çакса янă.

Амăшне — Алина Николаевнăна (шел, ашшĕ Александр Зинонович кăçал пурнăçран уйрăлнă) чăн-чăн патриот, мухтавлă ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тумалăх пур.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code