Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнăçуллă эстафета

Ăнăçуллă эстафета

Шăматкун Шупашкарти «Олимпийский» стадионта Совет Союзĕн икĕ хут Геройне, летчик-космонавта, авиацин генерал-майорне А.Г.Николаева асăнса «Советская Чувашия» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе 81-мĕш эстафета иртнĕ.

Кăçал старта 1117 спортсмен тухнă. Медальсемпе кубоксемшĕн 12 ушкăнри 186 команда тупăшнă. Пултаруллисен хушшинче Елчĕксем те пурри уйрăмах савăнтарать. «Тĕп шкулсем» ушкăнра Аслă Таяпасем /тренерĕ – Олег Муравьев/ пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ. Патреккелсем /тренерĕ – Александр Адюков/ 3-мĕш вырăна тухни те пысăк çитĕнÿ. Районти тĕп шкулсен командисем кăçалхипе умлă-хыçлă виççĕмĕш хут призлă пулчĕç.

Çемье командисен йышĕнче Аслă Елчĕкри Алексей, Надежда тата Антон Мешковсем пуçласа вăй виçнĕ. 8-14 çулсенчи ачаллă çемьесем хушшинче вĕсем 7-мĕш вырăн йышăнни те сумлă кăтарту.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code