Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хула чĕри» экскурси

«Хула чĕри» экскурси

Шупашкарта сентябрĕн 12, 19, 26-мĕшĕсенче «Хула чĕри» экскурси йĕркелеççĕ.

Тĕп хулара пурăнакансене тата хăнасене Шупашкарти истори пĕлтерĕшлĕ паллă вырăнсемпе паллаштарĕç. Экскурси Хĕрлĕ тÿремри К.Иванов палăкĕ патĕнчен пуçланать. Унта çул тахçан алли-урине сăнчăрланă Емельян Пугачев утнă урамалла выртать. Кунта каярахпа А.Пушкин та килсе кайнă.

Экскурси вăхăтĕнче кăтартма палăртнă паллă объектсен шутне çавăн пекех Хаяр Иван хушăвĕпе туса лартнă тĕрме çурчĕ, Введени соборĕ, Шупашкарти пĕрремĕш земство аптеки, Ехрем хуçа çурчĕ, ытти паллă вырăн кĕнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code