Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç шыраса килнисене пулăшасси – тĕп тивĕç

Ĕç шыраса килнисене пулăшасси – тĕп тивĕç

Халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă патшалăх пулăшăвĕсен пахалăхне тата усă кураслăхне тĕрĕсленин мониторинг кăтартăвĕсемпе Чăваш Ен темиçе çултанпах Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче малтисен ретĕнче пулнине пĕлетпĕр. Çакă, паллах, республикăри кашни хулапа районта ĕç шыраса килекенсене пулăшассипе çыхăннă мероприятисене тухăçлă йĕркелесе пыма пултарнинчен те нумай килет. Елчĕк районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем пурнăçлакан ĕçсем те курăмлă, вĕсем хăйсен тĕп тивĕçне – вăхăтлăха ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене пулăшассине туллин пурнăçласа пыма пултарнипе палăрса тăраççĕ. Марина Васильева директорпа тĕл пулсан çак ыйтусене тата тĕплĕнрех уçăмлатма май пулчĕ.

– Часах çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетме вăхăт. Апла пулин те хальлĕхе, Марина Геннадиевна, сирĕн центр никĕсĕ çинче 11 уйăхра ĕçе мĕнле йĕркелесе пыни пирки чарăнса тăрар.

– Черетлĕ çулталăкри çак вăхăтченхи хамăрăн ĕçе хак панă май çакна пĕтĕмлетсе калас килет: эпир ĕçсĕрлĕх шайне цифрăсем тăрăх шутласа чакарас тĕллев тытмастпăр, пачах тепĕр майлă, çынсен кăмăлне тивĕçтермелли тухăçлă ĕç вырăнĕсем тупса парассине мала хуратпăр.

Çулталăк пуçланнăранпа пиртен пурĕ 792 çын хăйне ĕç тупса пама ыйтнă, 692-шне /87,37 процент/ пулăшнă – ĕçпе тивĕçтернĕ. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, пирĕн патăмăрта 56 çын шутра тăрать.

Эпир ĕç паракансемпе тачă çыхăну тытатпăр, çавăнпа вĕсем тăратакан вакансисен шучĕ ÿсет. Хальхи вăхăтра та ĕç паракансем 319 çынна ĕçе илме пултарни çинчен пĕлтереççĕ.

Çынсене обществăлла ĕçсене хутшăнтарассине те кирлĕ пек йĕркелесе пыратпăр. Отчетлă тапхăрта ку енĕпе тĕрлĕ харпăрлăхри предприяти-организацисемпе 33 килĕшÿ çирĕплетнĕ, обществăлла ĕçсене вара пурĕ 136 çын хутшăннă. Вăхăтлăх ĕçе хутшăнакансенчен ытларахăшĕ территорие тирпей-илем кĕртме, пĕчĕк юсав ĕçĕсене пурнăçлама хутшăннă. Вĕсене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарас тĕллевпе республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ, унăн пĕр уйăхри виçи 1700 тенкĕпе танлашать.

– Сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕпех мар – инвалид çынсене кăмăла тивĕçтермелли ĕç вырăнĕ тупма пулăшассинче те, паллах, йывăрлăхсем сахал мар. Çакăн пирки тата мĕн каланă пулăттăр?

– Инвалид пулнине пăхмасăр, малалла ĕçлес шухăшлă çынсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма кирлине ăнланатпăр. Ку чухне хамăр пурнăçлакан мероприятисене сусăр çынсен тĕлĕшпе патшалăх енчен йышăнакан тĕрлĕрен программăсемпе усă курса йĕркелетпĕр. Çулталăк пуçланнăранпа пурнăçра йывăрлăхсемпе тĕл пулнă 9 инвалида, Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе тата А.Дмитриев фермерпа килĕшÿ çирĕплетсе, вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарма май пулчĕ. Ку чухне вĕсене шалу тÿлеме 13,6 пин тенкĕ усă курнă. Сăмах май, хальхи вăхăтра районти 83 инвалид çыннăн ĕç вырăнĕ пур. 2019 çултан тытăнса пенсие тухас çул ÿссе пынине кура хÿтлĕх кирлĕ граждансен хисепĕ ытларах пуласса пĕлсе тăратпăр.

– Çамрăксене ĕçе хăнăхтарас, право йĕркине пăсассинчен сыхланса 14-18 çулсенчи çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра, ятарлă професси пĕлĕвĕ илнĕ, пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçакан 18-20 çулсенчи яш-кĕрĕме вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе те районти центр специалисчĕсем пысăк вăй хураççĕ.

– Çапла, çула çитмен çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă мероприятисене çулталăк тăршшĕпех тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пытăмăр. 14-18 çулсенчи 351 çамрăк тĕрлĕрен ĕçсене хутшăнса хушма тупăш – укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пултарчĕ. Вĕсем район территорийĕнчи палăксене тирпей-илем кĕртме тата ытти ĕçсене пурнăçлама хутшăнчĕç.

Çакна та палăртса калас тетĕп: вăхăтлăх ĕçе чи малтанах йывăр пурăнакан ачасене вырнаçтарма тăрăшатпăр. Тăлăх ачасем, ĕçлемен ашшĕ-амăшĕн ачисем, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекенсем, паллах, ытти ачасем те вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçе вырнаçас тесе пирĕн пата ыйтупа тухма пултараççĕ. Ку е вăл ĕçе пурнăçлама хутшăнни яш-кĕрĕме тĕрĕс çул-йĕр – малашлăх професси суйласа илме, унпа пĕрлех, хăйсене усă курма пуçламăш укçа ĕçлесе илме пулăшĕ.

Кăçал професси пĕлĕвĕ илнĕ 18-20 çулсенчи 2 çамрăк специалист «Акатуй», «Спутник-1» ОООсенче стажировкăра пулчĕç, ĕç паракансем вĕсемпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç.

– Ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса пама пулăшакан мел – граждансене республика тулашне ĕçлеме кайма майсем туса парасси епле пурнăçланать?

– Ытти регионсене ĕçлеме каяс ыйтупа çыхăннă пĕтĕм информацие район администрацийĕн тата халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн официаллă сайчĕсене вырнаçтарасси çирĕп йĕркене кĕнĕ. Тĕрлĕ регионсенчи вакансисем пирки калакан хыпара хамăр патăмăрти ятарлă стендра пĕлтеретпĕр.

Çакăн пирки пĕлтерекен информацие хальхи вăхăтра кирек хăш çăл куçран – Интернет-сайтра, «Работа в России» информаци порталĕнче пĕлме пулать пулин те вырăнти специалистсем республика тулашĕнче ĕçлесе пурăнма кăмăл тăвакан граждансемпе час-часах уйрăммăн тĕл пулса калаçнин витĕмĕ пысăк пулнине куратпăр. Çулталăк пуçланнăранпа районта пурăнакан 20 çын республика тулашĕнче ĕçлесе пурăнма килĕшни те çакна çирĕплетет.

– Чăваш Республикин патшалăх шайĕнчи программипе килĕшÿллĕн граждансене хăйсен ĕçне йĕркелеме пулăшас тĕллевпе уйăракан укçа-тенкĕпе районта пурăнакансем кăçал усă курнă-и? Ĕçсĕр тăрса юлнă çынсем хушшинче професси вĕренĕвне йĕркелес тата вĕсене хушма професси пĕлĕвĕ илме пулăшас ĕçе епле хутшăнатăр?

– Ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, предпринимательлĕх ĕçне йĕркелеме вăйра тăракан программăпа килĕшÿллĕн уйăракан тĕллевлĕ 58800 тенке алла илме, унпа тивĕçлипе усă курма пулăшас тĕлĕшпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене тăтăшах ирттеретпĕр. Çулталăкра пĕр хутчен паракан çак пулăшу укçипе кăçал пĕр çынна тивĕçтернĕ.

Граждансене хушма професси пĕлĕвĕ парассине ĕç рынокĕ ыйтнине тата çынсем хăйсем мĕнле ĕçпе кăсăкланнине тĕпе хурса йĕркелетпĕр. Ку чухне професси суйлассипе çыхăннă калаçусем, тестсем йĕркеленин витĕмĕ пысăк. Çапла майпа çулталăк пуçланнăранпа ĕçсĕр тăрса юлнă çынсене профессие вĕрентес тĕллевпе вĕрентÿ организацийĕсемпе 25 килĕшÿ çирĕплетнине, унсăр пуçне районта пурăнакан 31 çынна /ĕçсĕр çынсен 12,45 проценчĕ/ хушма професси пĕлĕвĕ илме пулăшнине палăртса калатпăр. Водитель, газ оборудованийĕсене юсассипе тата ĕçлеттерессипе тимлекен слесарь, электромонтер, газ котельнăйĕсен операторĕ, парикмахер, тракторист тата ытти профессисене алла илнĕ çак çынсем хальхи вăхăтра хамăр районтах ĕçлесе пурăнни вара – чи кирли.

Çамрăк амăшĕсене – ачисене 3 çула çитиччен килте пăхнă хыççăн ĕç вырăнне таврăнма пулăшас тĕллевпе çĕнĕ профессисене хăнăхтарас ĕçе те тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пыратпăр. Кăçал та 7 çамрăк хĕрарăма ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисене алла илме пулăшнă, çак тĕллевпе 159,3 пин тенкĕ усă курнă.

– Марина Геннадиевна, граждансене пулăшас тĕллевпе йĕркелекен хăш мероприятисене чи тухăçли тесе палăртатăр?

– Иртнĕ çулсенчен тытăнсах йăлана кĕнĕ вакансисен ярмăрккисем, уçă алăксен кунĕсем, профориентаци ĕçĕсем йĕркелени, психологи пулăшăвĕ кÿни, тренингсем ирттернин усси пысăк. Эпир Шупашкарти «Аспект» вĕренÿпе методика центрĕн психологĕсене чĕнсе илетпĕр. Кăçал та «Хăвна ху алла илсен ăнăçу килет», «Çынсемпе хутшăнассинчи ăсталăх», «Ăнăçусем хамăртан килеççĕ» тренингсем йĕркеленĕ. Ĕçсĕр граждансем профориентаци енĕпе пулăшу илнисĕр пуçне хăйсене хÿтлĕхлĕ, шанчăклă, ытти çынсене кирлĕ пулнăн та туйни çинчен каласа кăтартаççĕ.

– Юлашкинчен çакна та пĕлес килет: Чăваш Республикин ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев иртнĕ кунсенче анчах халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăмра пысăк улшăнусем пуласса пĕлтерчĕ. Çакна тĕплĕнрех уçăмлатма пулмĕ-и?

– Районсемпе хуласен ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсене пĕтереççĕ, вĕсен вырăнне министерствăн пĕрлехи пĕр центрĕ пулать. Вырăнсенче вара унăн 23 пайĕ /кашни районта тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта – пĕрер/ ĕçлĕ. Хальхи центрсен пуçлăхĕсен вырăнне пайсен пуçлăхĕсем пулĕç. Кирек епле пулсан та пирĕн тĕллев – ĕç шыраса килекенсене пулăшасси.

Светлана АРХИПОВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code