Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ырă ĕçсем тума васкăр»

«Ырă ĕçсем тума васкăр»

Виçĕм кун Елчĕкри культурăпа кану центрĕнче Ырă тăвакансен çулталăкне пĕтĕмлетсе «Ырă ĕçсем тума васкăр» ятпа фестиваль иртрĕ. Унта шкулсенчи активистсем, волонтерсем, Тимур командисен членĕсем пуçтарăнчĕç.

Волонтер вăл – ыттисене пулăшма, çĕршывшăн, тăван тăрăхшăн тата тавралăхшăн, çуралнă вырăншăн, çывăх çынсемшĕн усăллă ĕçсем тума вăхăтне тата вăйне хĕрхенмен хастар çын. Кашни шкулти волонтер отрячĕ хăйпе тата тĕп тĕллевĕсемпе паллаштарнă хыççăн уява хутшăннисене райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ăшшăн саламларĕ.

– 2018-мĕш çул ыр кăмăллăхпа, пуçарулăхпа тата активлăхпа палăракансен çулталăкĕ пулчĕ. Ырă ĕç тăваканшăн чикĕ çук, унăн ĕçĕ яланах курăмлă: ватăсене пулăшать-и вăл е тăван тавралăх тасалăхĕшĕн тăрăшать, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырса ыттисене сиенлĕ йăласенчен пăрăнма хистет, çамрăк ăрăва воспитани пама хутшăнать, уявсене йĕркелекенсене пулăшу аллине тăсать. Волонтерсем кăçал общество пурнăçĕн тĕрлĕ сферинче палăрса хăйсен пархатарлă енĕсене тата та çивĕчрех кăтартма пултарчĕç. Ырă тăвакансен йышĕ малашне те ан иксĕлтĕр, хушăнса анчах пытăр, – терĕ Леонард Васильевич Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕсене çитĕнтересси хальхи вăхăтра çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри пулнине çирĕплетнĕ май.

Патриотсене çитĕнтерес тĕллевпе хальхи вăхăтра вĕрентÿ организацийĕсем нумай тăрăшаççĕ. Ырă тăвакансен çулталăкне халалласа кăçал чи лайăх волонтер отрядне палăртас енĕпе вĕренекенсен хушшинче конкурс иртнĕ. Унта районти 9 шкулти 9 отряд хутшăннă. Хĕрÿ тупăшура Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи «Забота» отряд мала тухнине палăртрĕç, ăна районти чи лайăх хăй ирĕклĕ отряд пулнине çирĕплетекен кубокпа чысларĕç.

– Пирĕн шкулта волонтерсен йышĕ, чăн та, пысăк. Вĕсем кашни ĕçре – экологи субботникĕ ирттермелле, ваттисене пулăшмалла, ялсенчи палăксене тирпейлемелле тата ытти те – пуçаруллă, хастар. Конкурса та пысăк хавхаланупа хутшăнчĕç ачасем, çавăнпа та çĕнтерме пултарчĕç пулĕ. Отряд членĕсем вĕренÿре те малта, район тулашĕнчи фестиваль-ăмăртусене хутшăнса та час-часах çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçеççĕ, – палăртрĕ асăннă отрядăн ертÿçи Галина Чернова.

Кунтах чи харсăр çамрăксене волонтер кĕнекисем парса хавхалантарчĕç. Уява Елчĕк шкулĕнче тата искусство шкулĕнче вĕренекенсем, культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем хаваслă юрă-кĕвĕпе илемлетрĕç.

Мероприяти волонтерсем хăйсен гимнне шăрантарнипе вĕçленчĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: конкурсра мала тухнă Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн команди.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code