Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ятлă почтальонка

Ырă ятлă почтальонка

Тăрăмри почта çыхăну уйрăмĕнче 20 çул ытла почтальонка пулса ĕçлекен Антонина Бернс Тăрăм тата Кипеç ялĕсенче пурăнакансем хаçат-журнал вулаччăр, çĕнĕ хыпарсемпе паллашсах тăччăр тесе тимлет.

Почтальон кашни килтех кĕтнĕ çын, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать, халăх çинче ырă ятлă. Ĕçне кура хисеп çĕнсе илет этем. Ырă ĕçшĕн тивĕçнĕ чылай награди çумне унăн кăçал илнĕ «Раççей почти» УФПСăн республикăри Хисеп хучĕ хушăнчĕ.

Кипеç ялĕнче пурăнакан А.Бернс тивĕçлĕ канăва тухнă кинемисемпе мучисене те вăхăтра пенсипе тивĕçтерес тесе тăрăшать, çав вăхăтрах пĕччен пурăнакан ватăсене хăш та пĕр таварсене килĕсене илсе килсех парать.

Ку тăрăхра «Елчĕк ен» хаçата кăмăлласах çырăнаççĕ, 84 çулхи Раиса Долгова вара пĕр çул та çырăнмасăр юлманнине пĕлтерет Антонина Николаевна.

Е.ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Антонина Бернс Раиса Долговăна хаçатăн çĕнĕ номерĕпе савăнтарнă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code