Понедельник, 6 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Çĕнĕ канаш йĕркеленĕ

Наци политикине, нацисем тата тĕрлĕ конфесси хушшинчи хутшăнăва тухăçлăн аталантарас тĕллевпе республикăра çĕнĕ канаш йĕркеленĕ.

Нацисен тата конфессисен хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен республикăри канаш йĕркелесси çинчен калакан йышăнăва ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çурла уйăхĕн 12- мĕшĕнче алă пуснă. Канашăн çулталăклăх планпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пымалла. Канаш ларăвĕсене çур çулта пĕр хутран кая мар пухăнмалла. Çавăн евĕрлĕ Канашсене районсемпе хуласенче те йĕркелеме сĕннĕ.

Тăкаксене саплаштараççĕ

Кăçал республикăри 13 предприяти «Ĕç тухăçлăхĕ тата ĕç тупма пулăшасси» наци проектне хутшăнса хăйсен 92 ĕçченне вĕренме янă.

Патшалăх организацисен ĕçченĕсене вĕрентсе пулнă тăкакĕсене саплаштарать. Вĕрентÿ ĕç-хĕлне йĕркеленин тĕллевĕ предприятисенче ĕç тухăçлăхне пысăклатасси тата ĕçпе тивĕçтересси пулса тăрать. Тĕслĕхрен, ăна квалификацие ÿстерсе е алла çĕнĕ професси илнипе пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Проекта производствăра ĕçлекенсем, вĕсен ертÿçисем, çавăн пекех саппас пайсемпе тивĕçтерекен подразделенисен ĕçченĕсем хутшăнма пултараççĕ.

Электрон рецептпа

Чăваш Енри врачсем çулталăк пуçланнăранпа электрон майпа 47 пин ытла рецепт çырса панă.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ документсен çаврăнăшĕ электронли çине куçассине пĕлтерет. Сывлăх сыхлавĕн модернизацийĕ вăхăтĕнче тупăннă чи пĕрремĕш электрон докуменчĕсенчен пĕри электрон рецепчĕ шутланать.

Республикăри медицинăн информаци тытăмĕнче эмеле электрон рецептпа çырса парассине пăхса хунă. Пĕтĕм электрон рецепт пĕрлехи реестрта шута илĕнет. Вĕсене пациентăн электрон карттине кĕртеççĕ, унтах упранаççĕ.

Çĕнĕлĕхе пирĕн районта та ĕçе кĕртнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code