Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кĕркунне тулăх килнĕ

Кĕркунне тулăх килнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:

«Экспорт — пирĕн продукци пахалăхĕн тĕп кăтартăвĕ. Тавара ют çĕршывра хаклани унăн паха енне кăтартать. Вырăнти продукцие сарас ĕçре ют патшалăхсемпе тухăçлă хутшăнусем йĕркелекен ытти регионсен ырă опытне тĕпчесе туллин усă курмалла».

Иртнĕ кунсенче Мускавра пулса иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» куравра çирĕплетнĕ ĕçтешлĕх килĕшĕвĕсем Чăваш Енĕн экспорт вăй-хăватне тата та вăйлатасса шанса тăма май параççĕ.

Пулăхлă чăваш çĕрĕнче çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе улма-çырлана, аш-какайпа сĕт юр-варне «Чăваш Ен тăрантарать» экспозицире кăтартнă. Чăваш халăхĕ хăнасене яланах тулăх сĕтелпе тарават кĕтсе илнĕ. Çак ырă йăла-йĕрке паянхи кунчченех упранать. Курав хăнисем экспозиципе паллашнă май çакна хăйсем курса ĕненнĕ. Çавăн пекех ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕнĕ технологисемпе те — регионăн агропромышленность комплексĕнче кĕртсе пыракан цифровизаци тата роботизаци меслечĕсемпе — паллашнă. Стенд регионăн инвестици климачĕпе, патшалăх пулăшăвĕн программисемпе паллаштарнă.

Агропромышленность куравĕ вăхăтĕнче Чăваш Республикин Правительстви тĕрлĕ килĕшỹ çирĕплетнĕ. Вĕсенчен пĕри — АПК продукцийĕн экспортне аталантаракан федераци центрĕпе йĕркелекен ĕçтешлĕх. Çакна çирĕплетекен документ Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн экспорт майĕсене анлăлатма пулăшмалла. Çакă «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проектне пурнăçа кĕртмеллли тухăçлă никĕс пулса тăма тивĕçлĕ.

Наци проекчĕ аграрисен умне пысăк тĕллев лартать: 2030 çул тĕлне АПК продукцийĕн экспортне 2021 çулхипе танлаштарсан 1,5 хутран кая мар ỹстермелле. Чăваш Республики экспорта пулăшмалли комплекслă тытăм тата тивĕçлĕ ĕç хатĕрĕсем йĕркелесе палăртнă шухăшсене пурнăçа кĕртмелле. Хальхи вăхăтра АПК продукцийĕ республикăн экспорт калăпăшĕнче 17,2 процент йышăнать. Çав шутран 84 проценчĕ — ĕçлесе хатĕрленĕ продукци. Кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Енрен çĕр ĕçченĕсем туса илнĕ 18,8 пин тонна тавар ăсатнă. Федераци центрĕпе çирĕплетнĕ килĕшỹ экспорт ĕç-хĕлне хутшăнакан предприятисен шутне ỹстерме тата чикĕ леш енне ăсатакан тавар калăпăшне пысăклатма пулăшĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: «Ылтăн кĕркунне» курава Чăваш Ен делегацийĕн йышĕпе Елчĕк округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый та хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code