Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршыв мăнаçлăхĕ

Çĕршыв мăнаçлăхĕ

Ыран Раççей Федерацийĕн Ялавĕн кунне паллă тăватпăр. Шурă-кăвак-хĕрлĕ тĕслĕ ялавăн историйĕ пуян та мухтавлă. Ялавăн кашни тĕсĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Шурă тĕс ирĕклĕхпе мăнаçлăха, кăвакки – шанчăклăхпа чыслăха, хĕрли хăюлăхпа юратăва пĕлтереççĕ.

Истори страницисене уçсан çакă паллă: шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава 1705 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Пĕрремĕш Петĕр патша ятарлă Указпа çирĕплетнĕ. Ялава малтанах суту-илÿ карапĕсемпе пăрахутсем çине çакма хушнă. Пĕрремĕш Петĕр çирĕплетнĕ ялав 150 çула яхăн вырăс наци ялавĕ шутланнă.

Шурă-кăвак-хĕрлĕ ялава, вырăс нацийĕн символĕ тесе, 1856 çулта Парижра – Крым вăрçи вĕçленнĕ ятпа мирлĕ килĕшÿ тунă чухне çакнă.

Çапах та чăннипех те Вырăс патшалăх ялавĕ пулса тăриччен пайтах вăхăт иртнĕ. Иккĕмĕш Александр патша патшалăхăн хура-сарă-шурă ялавне çирĕплетнĕ пулнă.

1883 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Виççĕмĕш Александр патша Раççейĕн пĕрлехи ялавне каллех шурă-кăвак-хĕрлĕ тесе йышăннă.

1993 çулта Раççей Федерацийĕн пĕрремĕш Президенчĕ Борис Ельцин «Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕ çинчен» Указа тата «Раççей Федерацийĕн патшалăх ялавĕ çинчен калакан положение» çирĕплетнĕ. 1994 çулта Раççей Президенчĕ Раççей Федерацийĕн ялавĕн кунне августăн 22-мĕшĕнче паллă тумаллине палăртса указ кăларнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code