Вторник, 19 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Президент саламланă

Президент саламланă

Çак кунсенче Кремльтен Правительство телеграмми çитнĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Шупашкарта пурăнакансене хулан 550 çулхи юбилейĕпе саламланă.

– Пĕрремĕш хут 1469 çулхи летопиçсенче асăннă Шупашкар мĕн авалтанпах Атăл тăрăхĕнчи культурăпа экономика центрĕ пулнă. Хулана паллă литераторсемпе тĕпчевçĕсем, космонавтсемпе çар пуçлăхĕсем, артистсемпе спортсменсем чапа кăларнă. Паянхи кун та Шупашкар – пысăк, хитре, хальхи хула – промышленноçри, наукăри, вĕрентÿри çитĕнÿсемпе, социаллă тата транспорт инфратытăмĕн аталанăвĕпе, пуян эткерлĕхĕпе палăрса тăрать. Хулара тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, йăла-йĕркене упраса пурăнаççĕ. Вĕсем пурте хулан, Чăваш Республикин тата Раççейĕн ятне çÿле çĕклес тесе тăрăшаççĕ, – тенĕ саламра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code