Среда, 1 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 95 çул чикĕ мар

95 çул чикĕ мар

Вăрăмхăва ялĕнче пурăнакан Вера Щербакова хăйĕн 95 çулхи çуралнă кунне кĕтсе илнĕ.

Паллă кунпа юбиляра Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Алина Смирнова тата ыттисем саламланă, Раççей Президенчĕн салам открыткине вуласа панă, парнесемпе чысланă.

Вера Степановна йывăр пурнăç çулĕ утса тухнă. Вăл 6 çулта чухне ашшĕпе амăшне, пиччĕшĕсене репрессилесе Çĕпĕре янă. Виçĕ çулхи йăмăкĕпе çĕр пỹртре хĕл каçма тивнĕ, çапах та ял çыннисен пулăшăвĕ вĕсене ура çине тăма май панă.

Пĕччен икĕ ывăл, кинĕпе виçĕ мăнук çитĕнтернĕ. Халĕ ĕнтĕ Вера аппа пĕртен-пĕр сывă юлнă Юра мăнукĕпе пурăнать.

— Кашни кунпа савăнса пурăнмалла. Çынра нихăçан та шанăçа çухатмалла мар, — тет уçă кăмăллă тыл ветеранĕ.

Аслă Елчĕкри Валентина Ивановна Петрушкинăна вара территори пайĕн ĕçченĕсем 90 çулхи юбилейпа саламланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code