Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç хастарĕсене чыслани пĕлтерĕшлĕ

Ĕç хастарĕсене чыслани пĕлтерĕшлĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Леонард Левый калаçăвне чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене пĕтĕмлетнинчен пуçларĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулăм — округра Чăваш Енĕн патшалăх ветеринари службин ертỹçи Александр Шакин пулни. Районти эпизооти лару-тăрăвне шута илес пулсан, пĕтĕмĕшле ĕçе вăтам тесе хак пама пулать. Çапах та хăш-пĕр енĕпе ĕçе вăйлатни кирлĕ. Выльăх-чĕрлĕхе маркăласа шута илес, хуçалăх кĕнекисене электронлă майпа йĕркелес, хуçасăр чĕр чунсене стерилизацилес енĕпе тăрăшса ĕçлемелле.

Иртнĕ эрнере округри кашни ялтах халăх масар çинче пулса вилнĕ тăванĕсене асăнчĕ. Çавна май тăван тăрăха килекенсен йышĕ те пысăк пулнă. Уяв ячĕпе чылай территори пайĕнче концертсем, спорт мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Вĕсенчен чылайăшĕнче ĕç халăхне чысласси тĕп вырăнта пулнă. Çакна округ пуçлăхĕ ырăпа палăртрĕ:

— Ял уявĕсенче çĕр ĕçченне, обществăлла ĕçре хастаррисене чыслани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Уявăн чăн тĕшши вăл, — терĕ Леонард Васильевич.

Шыва кĕмелли тапхăрта халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тема та çивĕччисен йышĕнче пулчĕ. Шыва кĕме çынсем чылай чухне ятарласа палăртман вырăнсене суйланине кура Л.Левый территори пайĕсен ертỹçисене тимлĕ пулма, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем ирттерме сĕнчĕ. Шыва кĕме ятарласа уйăрнă вырăнсене те йĕрке ыйтнă пек кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтермелле.

Çар службине контракт мелĕпе тăрас ыйту та тĕп темăсен шутĕнче. Республикăра ку тĕлĕшпе мобильлĕ пунктсем ĕçлеççĕ. Округри çамрăксем контракт çырас тесен вырăнти территори пайĕсен администрацине пымалла. Контракт службине салтакри тата запасри граждансене анчах мар, вуçех службăра пулман аслă пĕлỹллĕ яшсемпе хĕрсене те илеççĕ. Вĕсем служба вырăнне хăйсем суйлаççĕ.

Июнĕн 10-мĕшĕнче районта ĕçпе юрă тата спорт уявĕ — Акатуй иртет. Мероприятие хатĕрленес ĕçе паян-ыран вĕçлемеллине палăртрĕ округ пуçлăхĕ.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code