Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене палăртнă вăхăтра тата туллин ĕçе кĕртнине пĕтĕмлетнĕ, çаксем мала тухнине палăртнă:
Механизациленĕ ака комплексĕсем хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăна уй-хир ĕçĕсене 2705 гектар çинче пурнăçланă «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕ йышăннă. Ăна куçса çỹрекен Кубок, диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Иккĕмĕш вырăна «Яманчурино» сахал яваплă общество» (2735 гектар чухлĕ ĕç калăпăшĕ пурнăçланă) тухнă. Ăна диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Виççĕмĕш вырăнта — 5025 гектар ĕç калăпăшĕ пурнăçланă акционерсен «Прогресс» хупă обществи. Ăна диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Ака отрячĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна 1392 гектар ĕç калăпăшĕ пурнăçланă «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕ тухнă. Ăна куçса çỹрекен Кубок, диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Иккĕмĕш вырăнта — 1214 гектар ĕç калăпăшĕ пурнăçланă «Сатурн» ял хуçалăх производство кооперативĕ. Ăна диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Виççĕмĕш вырăнта — 1686 гектар ĕç калапăшĕ пурнăçланă Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ. Ăна диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинчи ăмăртура Александр Владимирович ФИЛИППОВ хуçалăхĕ çĕнтернĕ. Ăна куçса çỹрекен Кубок, диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Пропашнăй культурăсене туса илессинчи ăмăртура «АСК-Яльчики» сахал яваплă общество çĕнтернĕ. Ăна диплом тата укçан преми пама йышăннă.
Çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене ирттерме ял хуçалăх техникине лайăх пахалăхпа хатĕрленĕшĕн «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативне диплом тата укçан преми пама йышăннă.

