Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тепĕр хутчен кандидат

Тепĕр хутчен кандидат

Канашри «Локомотив» спорт керменĕнче хулари, Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕрпỹри командăсен 150 ытла атлечĕ хутшăннипе хутăш кĕрешỹ (ММА) енĕпе республика чемпионатне йĕркеленĕ.

Çивĕч конкуренцие пăхмасăр 56,7 килограмм таякан боецсен хушшинче Çĕнĕ Пăвари Давид Крысов (пĕрремĕш тренерĕ — Сергей Александров) чемпион кăна мар, спорт мастерĕн кандидачĕ те пулса тăнă.

Аса илтеретпĕр: пĕлтĕр Давид «Корэш» енĕпе кандидат нормативне пурнăçланăччĕ. Ăна мастер шайне çĕкленме ăнăçу сунатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code