Лаш Таяпа ялĕнче Владимирпа Петр Сметанинсене асăнса йĕлтĕрçĕсен тата хоккеистсен черетлĕ ăмăртăвĕсене ирттернĕ.
Ку хĕллехи сезонта пирĕн округри йĕлтĕрпе ярăнма юратакансем старта пĕрремĕш хут тухнă. Сакăр ỹсĕмре йĕркеленĕ ăмăртăва Патăрьелсемпе Шăмăршăсем те хутшăннăран ăна икĕ форматпа пĕтĕмлетнĕ. Округ шайĕнче ылтăн медальсене Анастасия Аверьянова, Софья Афанасьева, Валерия Яковлева (Аслă Елчĕк шкулĕ), Антон Григорьев, Артем Павлов, Сергей Баймушкин (Елчĕк), Арсений Кузьмин (Патреккел), Анна Смирнова (Çирĕклĕ Шăхаль) çĕнсе илнĕ. Виçĕ округри спортсменсен кăтартăвĕсемпе хăйсен ушкăнĕсенче А.Аверьянова 2-мĕш, В.Яковлева — 3-мĕш. 2010-2011 çулсенче çуралнă хĕр ачасем кăна хăйсен хушшине хăнасене кĕртмен, пьедестал çине çак йĕркепе вырнаçнă: Софья Афанасьева, Самира Сабитова, Арина Кантеева. Ыттисем пурте Шăмăршăпа Карапай Шăмăршăран!
Хоккей турнирĕнче 4 командăран Патреккел шкулĕн спортсменĕсем çĕнтернĕ. Уйрăм номинацисенче палăрнисене кубоксемпе чысланă. Вĕсем: Николай Базарнов (Яманчỹрел), Иван Воронцов, Артемий Орлов (Патреккел), Михаил Евдокимов, Богдан Сметанин (Лаш Таяпа).

