Аслă Шăхаль ялĕнчи Елизавета Павлова хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă.
Вăрçă ачи пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ, çитĕнсен пахча çимĕç тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕсенче вăй хунă. Йывăрлăхне нумай тỹснĕ пулин те, хăй утса тухнă тапхăра ỹпкелемест, малашлăха та шанăçпа пăхать.
Елизавета Изосимовнăпа Александр Всеволодович 5 ачана пурнăç парнеленĕ, вĕсем тивĕçлĕ пĕлỹ илсе пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Çичĕ мăнукĕпе пилĕк кĕçĕн мăнукĕ те кинемее çулсене парăнтарма хавхалану кỹреççĕ.
Юбиляра округ пуçлăхĕ Леонард Левый, Петр Купташкин депутат, Курнавăш территори пайĕн начальникĕ Алексей Мартышкин тата ыттисем саламланă, çирĕп сывлăх, телей суннă.

