Кăçалхи çул пуçламăшĕ сивĕ тата юрлă кунсемпе палăрса юлĕ.

Февраль те хăйĕн алăкне шартламапа уçрĕ. Çакăн пек тапхăрта уйрăмах вĕçен кайăксене питĕ хĕн. Апат тупас тĕллевпе вĕсем çынсем пурăнакан вырăнсене иленеççĕ. Çерçисене кăна мар, кăсăясемпе шĕлинкурăссене (свиристель) те час-часах курма пулать.
Хĕллехи тапхăрта эпĕ çулсерен кайăксен «столовăйне» уçатăп. Сырăшсем хатĕрлесе йывăç турачĕсем çине çакатăп та тулă хурса тăратăп. Е сысна ашĕнчен юлнă тир те вырăн тупать унта. Уйрăммăн çыхса хунăскерпе кăсăясем киленнине тăтăшах асăрхатăп: 7.30 сехетре вĕçсе килеççĕ, мĕн каç пуличчен унта.
Пĕр кунхине чỹречерен пăхса кăсăясен черетлĕ апатланăвĕпе паллашас тенĕччĕ. Хальхинче вĕсене улатакка «улăштарнă» иккен. Сало татăкне таккать кăна! 15 минут хăйĕн хитрелĕхĕпе тыткăнланă хыççăн уялла вĕçсе кайрĕ. Тепĕр кунхине килчĕ те, урăх курăнмарĕ-ха.
Вăрман кайăкĕсем ялсенче вырăн тупни ахальтен мар ĕнтĕ. Орнитологсем палăртнă тăрăх, хальхи пек сивĕре 10 кăсăяран 9-шĕ хĕл каçаймасса пултараççĕ. Пирĕн пулăшу вĕсене кирлех.
Владимир ИЛЬИН, пенсионер.
Кавал ялĕ.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: кĕтмен хăна — улатакка.

