Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулти вĕрентекен, Кивĕ Эйпеçри клуб çумĕнчи хĕрарăмсен «Хĕлхем» ансамбльне ертсе пыракан Татьяна Сусметова «Хĕрарăм, санăн умăнта таятăп пуçăма» округсем хушшинчи конкурс çĕнтерỹçи пулса тăнă.
Конкурса Чăваш Республикинчи культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствипе «Чăваш Ен хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организаци пуçарăвĕпе Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ. Татьяна Сусметова «Чăваш халăхĕн йăли-йĕркин управçи» номинацире мала тухнă. Пур енлĕ пултарулăхĕпе куракансене тĕлĕнтерме пултарнă эткер пирĕштине кулленхи тата унăн малашнехи ĕçĕнче те ăнăçусем анчах сунатпăр.

