Эс ирĕклĕ, Валет, çỹре,
Çап-çамрăк-ха, кĕрен чĕрре.
Иртеймĕн пурпĕр Дамăран,
Хĕрарăм виткĕç пулнăран.
Тус, — тейĕн, — кăмăллă «Чавка»,
Пỹлесшĕн мар çула «Хĕрес»,
Тăпланнă варкăш пек «Чĕре»,
Курмарăм вăрçă «Кирпĕчре».
Ку тĕрĕс мар, килмест тỹрре,
Пĕр Козăрь çеç кунта Тỹре.
Вăл çукчĕ те — епле типшар:
Юрат, Король, чунра — пушар!
х х х
Тĕкĕлтура. Пылланнă хир.
Çул хĕррипе шăркаллă вир.
Çỹретĕп чăтлăх çук çĕрте,
Тем хушă эпĕ ирĕкре?
Пушатрăм «хăмăт-пĕккĕме»,
Çемçетрĕм чупăм-сиккĕме,
Пĕр уй кĕвви кĕрет ăша,
Ют хальлĕхе мана ушах.
Тен, таврăну, сывпуллашу?
Те ютшăну-ши, паллашу?
Мĕскер пулса иртет чунра?
Хаваслăх чупнă пек юнра.
Хавхалану вăйне туйни,
Çĕкленỹпе самант пуйни
Ахальтен мар, тăван кĕтес,
Ай, шутсăр хаклă маншăн эс.
Любовь ФЕДОРОВА.
Ялан асра тытăп
Ман çук чăваш тумĕ —
Тĕрленĕ кĕпе.
Анчах чăваш юнĕ
Тапать чĕрере.
Ман çук «папа-мама».
Атте пур, анне,
Кукаç, кукамай,
Асатте, асанне.
Эп «здрастье» теместĕп,
«Салам!» — ман салам,
Е «Ырă кун пултăр!»
Тесе ыр сунам.
Ман çук чăваш тумĕ —
Тĕрленĕ кĕпе.
Анчах чăваш юнĕ
Тапать чĕрере.
Нихçан та эп манмăп
Анне чĕлхине!
Асра ялан тытăп
Кукам юррине!
Владислав НИКОЛАЕВ.
Шупашкар хули.
Тĕлĕк çеç пулнине…
Чечекленекен розăн тутлă шăрши сăвăра юлнă.
Вăхăт та, калăн, самантлăха яланлăхах чарăннă.
Хитре кĕвĕ сасси çепĕççĕн чуна йăлт йăпатнă.
Мĕн иртнине, юмах евĕр, куç умне кăларса тăратнă…
Тĕлĕк çеç пулнине асăмран манăçа кăларнă.
Çути пулĕ урăх
Ирпе чĕртнĕ çут хĕвел çурта
Кунĕпе çутатрĕ ман çурта.
Сỹнет халь вăл анăçа анса,
Шанăçа парне пек хăварса.
Хĕвел анать-çке, йăли çапла,
Каçĕ килинччĕ канăçпала.
Нумай кĕттермĕ, тухĕ уйăх,
Анчах çути ун пулĕ урăх.
Владислав АПАШ.

