Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ирина Чайкина фермер – ылтăн медаль хуçи

Ирина Чайкина фермер – ылтăн медаль хуçи

Кĕркунне кăçал, чăннипех, мăнтăр килчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем анчах мар, фермерсем те хăйсен ĕçри çитĕнĕвĕсемпе савăнтарчĕç. Кушкă ялĕнчи Ирина Чайкина ертсе пыракан хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ те курăмлă.

Чайкинсем иртнĕ уйăхра Мускавра пулса иртнĕ «Ылтăн кĕркунне» курава хутшăнма та шикленсе тăмарĕç. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче пысăк кăтартусене кура «Чи лайăх хресчен /фермер/ хуçалăхĕ» ята, ылтăн медале илме тивĕçлĕ пулнă.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине кирлĕ шайра йĕркелесе пыракан фермер иртнĕ çулсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне те илнĕччĕ.

Чайкинсем – хăюллă, йывăрлăхсенчен хăраман çынсем. Çакна ял халăхĕ те çирĕплетсех калама пултарать. «Кушка» ял хуçалăх производство кооперативĕ шав каяллах чакса пынă, ĕçлекенсене шалупа тивĕçтерейми пулса çитнĕ вăхăтра вĕсем хăйсен çемье фермине йĕркелесе яма пултарчĕç. Чăннипех, маттурсем!

…Çамрăксен паянхи пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланине курса тăнă май, иртнĕ ырă вăхăтсем аса килеççĕ. Вăтăрмĕш çулсенче «КИМ» колхоза Варсонофий Федорович Дергунов ертсе пынă вăхăтрах Кушкăсем хăйсен пысăк çитĕнĕвĕсемпе палăрнă. 40 çул каяллах колхоза Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставкин Дипломĕпе чысланă, ЗИС-5 йышши груз турттаракан автомашина парнеленĕ. Тата тепĕр 40 çултан Ленин орденлĕ «Победа» колхозăн Кушкăри 6-мĕш комплекслă бригадине СССР Ял хуçалăх министерствин, Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен выставкин Дипломĕпе тата укçан преми парса хавхалантарнă. ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн «Пилĕкçуллăхăн çамрăк гвардеецĕ», «Чи лайăх комсомолецсемпе çамрăксен коллективĕ» Куçса çÿрекен ялава яланлăха упрама хăварни те мĕн тери пысăк чыс!

…Хальхи вăхăтра Кушкă ялĕн çĕрĕ çинче Ирина Чайкина, Петр Хмелев тата ытти хресчен /фермер/ хуçалăхсем аталанаççĕ.

И.ТРОФИМОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code