Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Кану инкексĕр ирттĕр

Кану инкексĕр ирттĕр

Округри 10 вĕренỹ учрежденинче те июнĕн 1-мĕшĕнче ачасен кану лагерĕсем ĕçлеме пуçланă.

Пĕтĕмпе 600 ача, çав шутран 50-шĕ Елчĕкри халăха социаллă пулăшу паракан центр урлă çỹрет вĕсене. Кăçал та, кашни çулхи пекех, сахал тупăшлă çемьесенчи, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасене, пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнисене, инвалид ачасене канакансен чи малтанхи йышне кĕртнĕ. Вĕсем — 134-ăн. Хула тулашĕсенчи сывлăха çирĕплетмелли учрежденисенче 62 ача канĕ. Округри кану лагерĕсем валли пăхса хăварнă пĕтĕмĕшле сумма — 1 миллион та 461 пин тенкĕ.

Шкулсенче «пиллĕкмĕш чĕрĕке» тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ. Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелти уйрăмĕн специалисчĕсем тăпрана, ĕçмелли шыва тĕрĕсленĕ, вĕсем гигиена нормативне тивĕçтернине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех объектсене дератизаци тата дезинфекци тунă.

Лагерь ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă кашни ĕçчен медицина тишкерĕвĕ, санитарипе гигиена вĕренĕвĕ витĕр тухнă. Лагерьсен пуçлăхĕсемпе пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене, шыва кĕмелли йĕркесене, санитарипе гигиена нормисене пăхăнас, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе ятарласа семинар-канашлу ирттернĕ.

Каникул тапхăрĕнче кашни ача аслисен куçĕ умĕнче пулмалла. Кану инкек-синкексĕр ирттĕр.

Эльвира СМИРНОВА,
ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code