Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вырма. Кашни минут хаклă

Вырма. Кашни минут хаклă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттерекен черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлăва уçнă май Николай Петрович районти вырма ĕçĕсемпе çыхăннă ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Вырма ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле пынине тĕрĕслекен районти комисси иртнĕ эрнере «Труд» ЯХПКра тата В.Смирнов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче пулса вĕсенчи лару-тăрупа паллашнă. «Труд» хуçалăхра вырма ĕçĕ кал-кал пынăран кăмăллă юлнине палăртрĕ ертÿçĕ. Ăнса пулнă тулли пучахлă тата çум курăксăр тырă пуссисене экран урлă сăнама кăмăллă пулчĕ. Хуçалăхра ĕçне тĕплĕ пĕлекен хуçа тата тăрăшуллă ĕçченсем пуррине çирĕплетрĕç вĕсем.

Çут çанталăк уй-хир ĕçченĕ умне кашни çулах тĕрлĕ чăрмав кăларса тăратать. Кăçал тыр-пул ăнса çитĕнчĕ, анчах та вырма пуçлансанах çумăрсем çуса тăнăран уйра нÿрĕк тăни ĕçе кăткăслатрĕ. «Тырра мĕнле типĕтмелле?» – текен шухăш канăç памасть хресчене. «Труд» хуçалăхра асăннă йывăрлăхран тухма меслет тупнă – культурăсене малтан выраççĕ, унтан валемре вырттарса пĕрчĕ хытсан çапса тĕшĕлеççĕ.

– Комбайнсем валли туяннă КСУ-1 жатка пысăк пулăшу парать кунта. 2-3 кунран тырра комбайнсем подборщиксемпе илсе çапса тĕшĕлеççĕ. Çакăн евĕр мелпе ĕçлени тырра сушилкăра типĕтсе тăкакланассинчен упрать, нÿрĕке çут çанталăк паракан меслетпе пĕчĕклетме май парать, – кăмăллăн пĕлтерет Николай Петрович.

Паянхи кун тĕлне хуçалăхра урпана çулса çапса тĕшĕлес ĕçе вĕçленĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 31 центнерпа танлашнă. Хальхи вăхăтра тулă пуссинче ĕç вĕресе тăрать.

В.Смирнов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи уй-хир ĕçĕсемпе кăмăлсăр пулнине пĕлтерчĕ ертÿçĕ, тыр-пул хирĕсем çумлă пулнине, чылай вырăнта йĕркесĕрлĕх хуçаланнине палăртрĕ. Ÿпкев сăмахĕсем ял тăрăхĕн администрацине те пырса тиврĕç.

А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» спорт шкулĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов паянхи кун районта ГТО нормисене тултарассипе çыхăннă лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ. Ĕç коллективĕсенче тăрăшакансем ГТО нормисене тултарас енĕпе 2017 çулта ăнăçлă ĕçлеме пуçланă. Шкул ачисем уйрăмах пысăк активлăхпа палăраççĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусене тишкерес пулсан, ку енĕпе Елчĕк районĕ Чăваш Республикинче пĕрремĕш вырăнта тăнине палăртма кăмăллă. Çур çулхи пĕтĕмлетÿсемпе пирĕн район кăçал та пĕрремĕш картлашка çинче тăрать.

– ГТО нормисене пурнăçлассипе малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма палăртатпăр. Ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартакан коллективсем сахал мар районта. Çывăх вăхăтра пархатарлă ĕçе ял хуçалăх предприятийĕсенче тăрăшакансем хутшăнма шантарни ырă пулăм, – палăртрĕ Петр Васильевич.

Канашлура августăн 17-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Асхва ялĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем хушшинче иртнĕ Спартакиада пирки те сăмах пулчĕ. Унта Елчĕксем ăнăçлă ăмăртни савăнтарать.

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов кĕскен районти уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 22214 гектар çинче вырса илмелле. Августăн 19-мĕшĕ тĕлне мĕнпур лаптăкăн 9200 гектарне /41 процент/ çулнă, çулнинчен 8960 гектарне çапса тĕшĕленĕ, 26240 тонна тырă çапса илнĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 30 центнер тухать. «Труд», «Яманчурино», «Рассвет», «Победа» хуçалăхсенче вырма ĕçĕсене 60 процент ытла пурнăçланă.

Хуçалăхсен ертÿçисемпе специалисчĕсен умĕнче вырма ĕçĕсене хăвăртлатас ыйту çивĕч тăрать. Уяр çанталăкăн кашни минучĕпе тухăçлă усă курмалли куç кĕрет.

Канашлура ытти çивĕч ыйтусене те тишкерчĕç.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code