Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»

ыр кăмăллăх марафонĕ республикăра вĕçленнĕ. Кăçалхи 23-мĕш марафон вăхăтĕнче 6,5 миллион ытла тенкĕ пухăннă.

«Раççей ача-пăча фончĕ» общество организацийĕн Чăваш регион уйрăмĕн ертÿçи Елена Ярославцева пĕлтернĕ тăрăх, республикăри кашни организаципе предприяти, районсем хастар хутшăннă.

Республикăри муниципалитетсенче пухнă укçа-тенкĕне çирĕпленнĕ йăла-йĕркепе районсемпе хуласене каялла тавăрса парĕç. «Унпа кама пулăшассине вырăнтисем хăйсем палăртĕç», – тенĕ Е.Ярославцева.

Аса илтеретпĕр, Елчĕксем кăçал ыр кăмăллăх ĕçĕнче юлашки çулсенчен пысăк активлăх кăтартнă – марафон пухмачне 271524,5 тенкĕ хывнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code