Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ĕç стажĕ – 34 çул

Ĕç стажĕ – 34 çул

Районти тĕп больницăри клиникăпа диагностика лабораторийĕнче 5 фельдшер-лаборант, 2 тирпейлÿçĕ тăрăшаççĕ. Кунне вĕсем 2 пине яхăн тĕрлĕ енлĕ анализ тĕрĕслеççĕ. Калăпăр, иртнĕ тунтикун кăна 111 çыннăн юнне пĕтĕмĕшле тĕрĕсленĕ, ытти тĕрлĕ тĕпчевсем вуншар.

Кунта 1989 çултанпа фельдшер-лаборант пулса вăй хурать Юлия Измина. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ пĕлекенскер коллективра асли шутланать. Юлия Семеновна кунта киличчен тăватă çул Ульяновскри БСПра тăрăшнă. Шурă халатлă профессие чунтан парăннăскер коллективра пысăк хисепре.

Сăн ÿкерчĕкре: Ю.Измина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code