Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лайăххисен йышĕнче

Лайăххисен йышĕнче

Апрель уйăхĕнче Пĕтĕм Раççейри педагогсен «Манăн çĕршыв» II съездĕнче çĕршыври чи лайăх 500 шкулăн кăçалхи конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Çулсеренех ирттерекен конкурса Кушкăри вăтам шкул та хутшăннă. Вĕсем «Çĕршыври пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан чи лайăх 500 организаци» конкурсăн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организаци – Раççей Гражданинне тата Патриотне воспитани паракан территорийĕ…» номинацире лауреат пулса тăнă. Шкула медаль тата диплом панă.

Калас пулать, учительсен коллективĕ вĕренекенсене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе курăмлă ĕçсемпе палăрать. Кушкăсен çак награда пĕрремĕш мар, маларах та вĕсем Раççей конкурсĕсенче çĕнтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code