Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вак-тĕвек ĕç çук

Вак-тĕвек ĕç çук

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый мартăн 21-мĕшĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата организацисемпе учрежденисен ертỹçисемпе черетлĕ канашлу ирттерчĕ.

Пĕтĕмлетỹсем…

Леонард Васильевич кашни тĕл пулурах маларахри эрнере пулса иртнĕ мероприятисене тишкерессине, вĕсенчи лайăх пулăмсене анлă çул парассине, çитменлĕхсене пĕтерессине тĕпе хурать. Хальхинче те çаплах пулчĕ.

Вăл мартăн 18-мĕшĕнче Шупашкарти патшалăх ỹнер музейĕнче Чăваш халăх художникĕн Владимир Агеевăн ятарлă куравĕ уçăлни пирки чарăнса тăчĕ. Хăй те унта тỹрремĕн хутшăннăран, Леонард Васильевич 90 çулхи ентешĕн ĕçĕсене пысăк хак пачĕ. Унăн ăсталăхне вырăнти культура учрежденийĕсенче, шкулсенче пропагандăлассипе те ĕçлемеллине палăртрĕ.

Ковид пирки. Ытти çивĕч ыйтусен таврашĕнче те çухалман вăл. Ял тăрăхĕсенче вара вакцинаци тутарассине «манса» кайнă-тăр — ỹсĕм çук. Уйрăмах 60 çултан иртнисемпе лару-тăру çивĕч. Калăпăр, Елчĕк (466-н тутарман), Çирĕклĕ Шăхаль (356), Аслă Пăла Тимеш (349) ял тăрăхĕсенче çак хисеп пысăкрах.

Чи кăмăлли: ЧР физкультурăпа спорт министерствин регион пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе иртнĕ коллегийĕн анлă ларăвĕнче пирĕн района ырă тĕслĕх вырăнне лартнă. Ку вăл физкультурăпа спортăн виçĕ тĕрлĕ аталанăвĕ енĕпе 2021 çулхи кăтартусемпе 1-мĕш вырăн йышăннипе çыхăннă. (Çитес номерсенче кун пирки анлăрах çутатăпăр).

Çуркунне васкатать

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Ирина Горшкова районти ял хуçалăх организацийĕсем çур акине хатĕрленессипе мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ. Тĕрĕссипе, çурхи ĕçсене хатĕрленесси кĕркуннех пуçланать. Çĕрсене извеçлессине планпа пăхнинчен 89 процент пурнăçланă. Пухусенче акмалли лаптăксен тытăмне пăхса тухнă. Вăрлăхсен 97,8 проценчĕ акма юрăхлă. Районĕпе пĕтĕмпе çунтармалли-сĕрмелли материалсен кỹрсе килнин хисепĕ 108 процентпа танлашать, минераллă удобрени (хальлĕхе 90 процент) çивĕчлĕхĕ те пулма кирлĕ мар.

Пушарсене

те час-часах «вăратать» çуркунне. Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ — патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çак тапхăрта кăна 5 (пĕлтĕр — 2) пушар сиксе тухнă. Сиенĕ — 205 (48) пин тенкĕлĕх. Тĕп сăлтавĕсем юсавсăр кăмакасемпе, электропроводкăсемпе усă курнипе çыхăннă. Часах юр кайса пĕтĕ те хăшĕ-пĕри тирпей-илем кĕртес тĕллевпе типĕ курăка çунтарма пăхĕ. Саккун çирĕп: юрамасть! Профилактика ĕçĕпе вара пушар хуралĕн ĕçченĕсем çеç мар, пĕтĕм общественность тимлени кирлĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code