Патăрьел округĕнчи Шăнкăртамра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Минхайдер Валитов воин-интернационалист ячĕпе йăлана кĕнĕ корэш енĕпе вăй виçекенсем тупăшнă.
Унта Аслă Шăхаль ялĕнчи Роман Иванов та тĕрĕсленĕ хăйне. Халĕччен тутарсен наци кĕрешĕвĕ енĕпе ăмăртса курман пулин те, вăл 75 килограмлă атлетсен хушшинче бронза медале вĕçертмен. Сергей Александров тренерĕн вĕренекенне чăннипех универсал теме пулать: Роман тĕрлĕ халăхсен 4-5 спорт кĕрешĕвĕн тĕсне алла илнĕ.

