Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç таппинчен юлмаççĕ

Пурнăç таппинчен юлмаççĕ

Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уява çыхăнтаракан чĕнÿ – «Пĕрле» сăмах. Республикăн çак паллă кунĕпе çыхăнтарнă мероприятисен марафонĕ «Шупашкар- Арена» пăр керменĕнче старт илчĕ.

Пĕрле… Алла-аллăн тытса ĕçлеççĕ районти ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшал вăйĕсен, право органĕсен ветеранĕсен канашĕпе районти социаллă сферăри организацисене ертсе пыракансем. Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ Е.Михайлова, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай ертÿçи И.Аникина, РФ Пенси фончĕн районти клиент службин пуçлăхĕ З.Яковлева халăха тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерес, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ шайра пурнăçлама тăрăшаççĕ. Вĕсем районти, республикăри конкурссене те хастар хутшăнаççĕ. Калăпăр, республикăри ветерансен канашĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул тултарнине халалланă конкурса Елчĕксем те активлă хутшăнчĕç. Районти ветерансен пуçламăш организацийĕсем хушшинче Çирĕклĕ Шăхальсем /ертÿçи И.Левый/ мала тухрĕç. Социаллă партнерсемпе килĕштерсе ĕçлени уççăнах курăнать ку чухне. Çак альбом паян пурăнакансемшĕн те, пулас ăрушăн та пысăк парне. Унта Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенчи ялсенчен 1941-1945 çулсенче вăрçăра вилнисемпе хыпарсăр çухалнисен списокĕ. «Никама та манман, нимĕн те манăçман», – теççĕ социаллă сфера ĕçченĕсем. Салтак тивĕçне пурнăçланă, Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн паттăррăн çапăçнă, паянхи кун районта пурăнакан 10 ветерана тата 434 тыл ĕçченне пысăк чыс туса юбилей медалĕсемпе чысланă.

Çавăн пекех районти 10 ветеран çинчен видеоролик хатĕрленĕ. Ку ĕçре соцработниксене Елчĕкри вăтам шкул тата «ЭлектроНикс» салон пулăшу аллине тăснă. Çак пĕрлехи ĕç питĕ пархатарлă. Çавăн пекех Аслă Çĕнтерĕве халалланă район шайĕнчи «Вăрçă тата хĕрарăм» конкурсра соцработниксем пуçарулăхпа палăрчĕç.

Коронавируспа çыхăннă çăмăл мар лару-тăрура пĕр-пĕрне хавхалантарни, кирлĕ вăхăтра пулăшни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ветерансен канашĕн членĕсем волонтер тивĕçне пурнăçларĕç. Социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертÿçисемпе пĕрле активистсем халăх фончĕн укçи-тенкипе туяннă апат-çимĕçе 438 сусăр ватă патне çитерчĕç.

Социаллă сфера ĕçченĕсем – районти ветерансен канашĕн кашни мероприятийĕнчи чи кĕтнĕ çынсем. Вĕсем тĕл пулусене хутшăнса ваттисен кăсăклантаракан ыйтăвĕсене хуравлаççĕ, çĕнĕлĕхсемпе паллаштараççĕ, ырă сĕнÿ-канаш параççĕ.

Малашне те «Пĕрле» пирĕншĕн тĕп тĕллев пуласса шанса анлă тавра курăмлă, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултаракан, пуян чун-чĕреллĕ те ăшпиллĕ соцработниксене профессиллĕ уяв ячĕпе саламлатпăр.

Е.МИХАЙЛОВА,
халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр директорĕ.

Л.ЗАЙЦЕВА,
районти ветерансен канашĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code