Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ватăлмаççĕ ветерансем

Ватăлмаççĕ ветерансем

Тăрăм ялĕнче районти ветерансен канашĕн президиумĕн ларăвĕ иртрĕ.

Чи малтанах Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Смирнова сăмах илчĕ. Вăл ял тăрăхĕнчи халăх пурнăçĕпе, кунти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарчĕ. Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ирина Аникина районта социаллă программăсем мĕнле пурнăçланса пыни, ватăсене тивекен çăмăллăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Тăрăм тата Кипеç ялĕсенчи ветерансен пуçламăш организацийĕн председателĕ – РФ тата ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тăрăм ялĕн старости Валерий Кириллов ветерансен пурнăçĕ, ĕç-хĕлĕ пирки каласа пачĕ. Вăл палăртнă тăрăх, аслă ăрурисем обществăлла ĕçсенче, ял çыннисен хушшинче ăнлантару ĕçĕсем пурнăçлассинче хастар. Уйрăмах тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе активлă хутшăнаççĕ, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассинче те харсăр вĕсем. Ял тăрăхĕнче пурнăçланă пысăк ĕçсен шутĕнче Тăрăм ялĕнче Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене халалласа çĕнĕ палăк хута яни, ялсенчи масарсене тасатса карта тытса çавăрни. Хальхи вăхăтра Тăрăм ялĕнче Тĕмер ялĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Петр атте пуçарăвĕпе чиркÿ тăвас ĕç пырать. Пархатарлă та сăваплă ĕçре ватăсем çамрăксене канаш-сĕнÿсемпе пулăшса пыраççĕ. Районти ветерансен канашĕн йăла тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен комиссийĕн председателĕ пулнă май, Валерий Васильевич ватă çынсем мĕнле пурăннипе, вĕсене мĕн кирлипе кăсăклансах тăрать, тухса çÿрейменнисен килĕсенче пулать, май çитнĕ таран пулăшать.

Ветерансен районти канашĕн ертÿçи Людмила Зайцева Чăваш Республикин вăрçăпа ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен, право органĕсен ветеранĕсен канашĕ пурнăçлакан ĕç-хĕл пирки кĕскен каласа кăтартрĕ. Паянхи кун канаш 38 пуçламăш организацине пĕрлештерет. Канаш çумĕнче методика ĕçĕн, çамрăксене патриотла воспитани парас, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес, йăла ыйтăвĕсене татса парас, физкультурăпа спортпа туслă пулма пулăшас тата массăллă культура ĕç-хĕлне аталантарас ыйтусене çутатакан яланлăх комиссисем ĕçлеççĕ. Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çывхарнине халалласа пурнăçлакан ĕçсем пирки те аса илчĕ ертÿçĕ. Çак тĕле чи лайăх пуçламăш организацине палăртас тĕллевпе республикăра смотр-конкурс старт илнĕ. Людмила Александровна вулавăшсенче аслă ăрурисен пурнăçне кăсăклăрах тăвассипе çыхăннă мероприятисем çинчен каласа кăтартрĕ, пĕрлехи ĕçре килĕштерсе ĕçлекен ветерансен вырăнти канашĕсен ертÿçисене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене тата специалисчĕсене, культура ĕçченĕсене, ĕçпе вăрçă ветеранĕсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ.

Ĕç ветеранĕ Рифкат Харисов, Германире службăра пулнă ветерансен районти пĕрлĕхĕн ертÿçи Николай Павлов ял халăхĕ валли кĕнекесем парнелерĕç. Пленумра ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Тăрăмра хăнасене кĕтсе илме питĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ. Культура çуртĕнче, ял тăрăхĕн администрацийĕнче «Чыс та мухтав сире, аслă ăрурисем», «Кавăн – пахча патши» тата ытти ятпа алă ĕçĕсенчен, пахча çимĕçрен куравсем йĕркеленĕ. Ларăва хутшăннисем вĕсемпе кăсăклансах паллашрĕç. Тăрăмри культура çурчĕн ертÿçи Евдокия Каширина РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова пулăшнипе вырăс художникĕсен картинисенчен йĕркеленĕ куçса çÿрекен куравпа паллаштарчĕ.

– Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, хуçалăхсен ертÿçисем кашни мероприятинех хастар хутшăнни ĕçпе вăрçă ветеранĕсемшĕн пысăк сум. Ветерансем çакăн евĕр тĕл пулусемпе питĕ кăмăллă, мĕншĕн тесен майлă самантпа усă курса вĕсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илеççĕ, – палăртрĕ Людмила Зайцева.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: ветерансен пĕр ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code