Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хĕл каçипе хĕрÿ ĕçре вĕсем

Хĕл каçипе хĕрÿ ĕçре вĕсем

Тĕш тырă культурисен тата нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене туса илессипе, вĕсене сутассипе ятарласа ĕçлекен «Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн йĕтем территорийĕнче хĕл каçипех ĕç шавĕ тăчĕ.

Вăрлăха алласа тасатассипе икĕ ушкăна пайланса ĕçлекен хĕрарăмсем çак вăхăтчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене – 762,3, нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене 2,3 тонна алласа тасатнă. Хатĕрленĕ пĕтĕм вăрлăх ака стандартне туллин тивĕçтерет.

Ял хуçалăх предприятийĕнче вăрлăх хывассине пахалăхлă йĕркелесе пыма мĕн пур услови çителĕклĕ. Уйрăмах сутлăх вăрлăха, кашни культурăна – унăн сортне, репродукцине кура çирĕплетнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн, уйрăм складсенче упраççĕ – патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ йĕркесене пурнăçлама тиветех. Ĕç тухăçлăхĕн тепĕр вăрттăнлăхĕ – вăрлăха алласа тасатассинче паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен хăватлă ял хуçалăх машинисемпе усă курнинче. Кунта ăна харăсах виçĕ агрегатпа /иккĕшĕ – «ПЕТКУС», тепри – «САД»/ алласа тасатаççĕ. Ушкăнра вăй хуракансем те ĕçшĕн хыпса çунакансен йышĕнчен – яваплăха малти вырăна хуракансем вĕсем пурте.

…Механизаторсем пĕр вăхăтрах çĕре ĕçлесе хатĕрлекен ял хуçалăх техникине – сÿресемпе сеялкăсене, культиваторсене, катоксене тата ытти агрегатсене хатĕррисен ретне лартассипе тимлерĕç. Çакна вырăнта йĕркеленĕ комиссипе тухса тĕрĕслеме, хак пама та ĕлкĕрнĕ. Çитес кунсенче хуçалăхра районти комисси пулмалла. Ялан лайăххисен ретĕнче пулма хăнăхнă, паллах, хатĕрленÿ ĕçĕсене сварщиксем – Леонид Лепешкинпа Николай Плющев, слесарь-юсавçăсем – Николай Кожевников, Валерий Андреев, Владимир Анисимов, Николай Смирнов хальхинче те пысăк яваплăхпа пурнăçланă. Унсăр пуçне, пахалăхлă, чи пысăк репродукцири – ПР-1, ПР-2, ПР-3, РМС йышши вăрлăхсемпе, минераллă удобренисемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе те туллин саппасланнă. Хĕвел кунран-кун ытларах ăшăтса пыни çĕр тусĕсене хĕрÿ ĕçе хатĕр тăма хистет мар-и;

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code