Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çырури тĕллевсене пурнăçласси – тĕп задача

Çырури тĕллевсене пурнăçласси – тĕп задача

Юнкун республикăра, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унта республикăри министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем, районти ертÿлĕх хутшăнчĕ. Вĕсем тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче пулса халăхпа курнăçрĕç, тĕп темăсем тавра калаçнипе пĕрлех халăха пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравларĕç. Чи малтанах Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă пĕтĕм ушкăн Таяпа Энтри ялĕнче пулса коммуналлă хытă каяшсене вăхăтлăх упрамалли çĕнĕ контейнер площадкипе паллашрĕ.

Контейнер площадкисем тăвасси районти анчах мар, пĕтĕм çĕршыв шайĕнчи çивĕч ыйту. Ăна саккунпа çирĕплетнĕ требованисене пăхăнса хута ямалла. Ертÿçĕсем асăннă площадкăна ырларĕç, кăштах ĕçлесе çитерме сĕнÿсем те парса хăварчĕç.

– Хальлĕхе районти 9 ял тăрăхĕнче çакăн евĕр 14 площадка туса хунă, çывăх вăхăтра вĕсен шучĕ 130-па танлашмалла. Çакăн евĕр лаптăксен пысăк пайне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ общество инфратытăмне аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» 7-мĕш номерлĕ указĕпе килĕшÿллĕн хута яма палăртатпăр, – пĕлтерчĕ райадминистрацин пуçлăхĕ Николай Миллин.

Николай Миллин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕн» президенчĕ Юрий Попов, Республикăри клиника больницин тĕп врачĕн клиникăпа эксперт ĕçĕпе тăрăшакан çумĕ Елена Иванова, районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова хутшăннă ушкăн Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче пулса ял тăрăхĕн активĕпе, шкул тата ватăсемпе сусăрсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмĕн коллективĕсемпе тĕл пулнă, уйрăмри ватăсен пурнăç условийĕпе паллашнă. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов республикăн экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕ çинчен чарăнса тăнă, район халăхĕн пурнăçĕн условине лайăхлатас енĕпе республикăпа район килĕшÿре ĕçленине палăртнă. Граждансене Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнчи тĕллевсем çинчен каласа парасси кун йĕркине кĕртнĕ тĕп тема пулчĕ. Тĕрлĕ категорине кĕрекен çынсен пурнăçне пахалăхлă тăвас, çемьесене /уйрăмах нумай ачаллисене тата сахал тупăшлисене/ пур енлĕн пулăшас, аслă ăрурисене тĕрев парас енĕпе пурнăçланă тата пурнăçламалли ĕçсем курăмлă. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртмешкĕн кăçал Чăваш Ене вăтамран 7,45 миллиард тенкĕ кирлине палăртнă. Пулăшăвăн пысăк пайĕ федераци бюджетĕнчен тивет. Малтанлăха виççĕмĕш тата ун хыççăнхи çуралнă ачасемлĕ çемьесен ипотека кредичĕн пĕр пайне татмашкăн 1,1 млрд, инвалид ачаллă çемьесене паракан пособие 5,5 пин тенкĕрен 10 пин тенкĕ таран ÿстерме 121,5 млн, пĕчĕк ачасене яслисенчи вырăнсемпе тивĕçтерме 90 млн, ытти пулăшу валли 50 млн тенкĕ уйăрĕç. Нумай ачаллисене пулăшассипе çыхăннă йĕркесем пирки уйрăмах тĕплĕн ăнлантарчĕç ертÿçĕсем. Иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан çемье федерацин Амăшĕн капиталне /453 пин те 26 тенкĕ/ тивĕçет. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çемьере 3-мĕш тата ун хыççăнхи ача çуралсан ипотека кредичĕ илнĕ мăшăрсен 450 пин тенкине федераци бюджетĕнчен уйăрса саплаштараççĕ. Унсăр пуçне республика 3-мĕш тата ун хыççăнхи ача çуралсан мăшăра 100 пин тенкĕпе танлашакан Амăшĕн капиталне парать. Çапла вара республикăра пурăнакан нумай ачаллă çемьесене патшалăх пурĕ 1 млн та 3 пин тенкĕ парса пулăшни питĕ пысăк ăнăçу. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, малашне кредитăн пĕр пайне пысăк çемьесем хваттер илнĕ чух анчах мар, хăйсем тĕллĕн çурт тунă чухне те саплаштараççĕ. Çавăн пекех банксен ипотека кредитне тавăрса памалли процент виçи те пĕчĕкленĕ. Налуксемпе çыхăннă çăмăллăхсем пирки калас пулсан, кашни ачашăн хваттерти пурăнмалли лаптăкăн 5 тăваткал метрне налукран хăтараççĕ, уйрăм çуртра вăл 7 тăваткал метрпа танлашать. Нумай ачаллисене çĕр налукĕ енĕпе те çăмăллăхсем тивеççĕ. Аслă ăрурисен пурнăç шайне, вĕсен тупăшне ÿстересси те тимлĕхре. РФ Правительстви пенсионерсене пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен ирттерсе памалли тÿлев пирки хатĕрленĕ саккун проектне РФ Патшалăх Думин депутачĕсем пĕрремĕш вулавпа йышăннă.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пулса чи малтанах ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе тата культура ĕçченĕсемпе курнăçрĕç, унтан ялти шкулта пулчĕç. Алевтина Николаевна кашни коллективах Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнчи тĕллевĕсемпе, халăха тивекен çăмăллăхсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вĕрентекенсемпе тĕл пулнă май вăл вĕренÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем, пурнăçа кĕрекен вĕренÿ проекчĕсем тата ытти ыйтусем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Çĕршыв Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче сĕннĕ çĕнĕлĕхсенчен пĕри – 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен «Земство учителĕ» программа ĕçлеме пуçласси. Унпа килĕшÿллĕн яла ĕçлеме куçакан педагогсем пĕрер миллион тенкĕ илĕç. Çак наци программипе çамрăк вĕрентекенсем анчах мар, пысăк опытлă тата стажлă педагогсем те усă курма пултарни – ырă пулăм. «Программа çамрăк учительсемпе опытлă педагогсене яла тавăрасса анчах мар, кадр ыйтăвĕсене татса парасса та шанатпăр», – терĕ Алевтина Николаевна.

Леонард Васильевич Чăваш Енре федераци телеканалĕсен аналоглă «сигналне» кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен сÿнтерессипе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕ, çурхи шыв-шур вăхăтĕнче тимлĕ пулмаллине каларĕ.

– Паянтан шкул ачисен çурхи каникул пуçланчĕ. Çавăнпа та вĕсене çак тапхăрта уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кĕçĕннисене шыв-шур вăхăтĕнче кÿлĕсемпе пĕвесен, юхан шывсен хĕррине пымалла маррине, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине çирĕп пăхăнмаллине çивĕч ăнлантармалла. Пушар тенĕрен, ку çул январь тата февраль уйăхĕсен вĕçĕччен лăпкă пурăнтăмăр. Кăçал пуçласа февралĕн 28-мĕшĕнче Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче пушар тухрĕ, унтанпа тата 3 пушар пулма та ĕлкĕрчĕ районта. 4 пушартан иккĕшĕ – сирĕн ял тăрăхĕнчен. «Хĕрлĕ автан» алхаснин тĕп сăлтавĕ – халăх çулăмпа, кăмакасене хутнă тата электроприборсемпе усă курнă чух асăрханусăр пулнинче. Инкекрен сыхланар, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнар, – палăртрĕ Леонард Левый.

Федерацин потребительсен прависене тата çынсен ăнăçлăхне хÿтĕлекен сферăна тĕрĕслекен службăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская Курнавăш ял тăрăхĕнчи халăхпа тĕл пулнă. Ейÿ тапхăрĕнче санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвне тивĕçлĕ шайра тытас, чир-чĕрпе кĕрешес, шывпа тивĕçтерекен объектсене упрас енĕпе пурнăçламалли ыйтусене çивĕч хускатнă вăл.

Чăваш Республикин ачасен прависен енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина район администрацийĕн çуртĕнче халăха хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнассипе, райадминистрацин ЗАГС пайĕнче нумай ачаллă çемьесене ятарлă удостоверени парассипе çыхăннă мероприятисене хутшăннă.

Е.ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова Лаш Таяпа ялĕнче.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code