Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине тивĕçлипе паллă турăмăр. Манăн тепĕр пулăм пирки те палăртса хăварас килет.
1945 çулхи майăн 29-мĕшĕнче СССР Аслă командованийĕн приказĕпе килĕшỹллĕн Германи территорине Совет Çарĕн ушкăнне кĕртнĕ. Вăл хăйĕн тивĕçне июнĕн 9-мĕшĕнче пурнăçлама пуçăннă. Унта хăй оккупациленĕ зонăн чиккине палăртса ăна сыхлама тытăнасси, çĕнĕрен чăмăртанакан ГДРн власть тытăмне йĕркелеме пулăшасси, фашистла элементсене тупса тĕп тăвасси кĕнĕ. Чи хисеплĕ те сăваплă задача вара — хĕвел анăçĕнчи чикке шанчăклă хỹтĕлесси, тапăнма хăтланакан агрессорăн çулне пỹлесси.
1949 çулта Германири Совет Çарĕн ушкăнĕ 3 миллион çынна çитнĕ. Вĕсене пурне те вермахт çарĕ маларах пурăннă точкăсене вырнаçтарнă. Пирĕн ушкăнăн 1-мĕш çар пуçĕ Совет Союзĕн маршалĕ Георгий Жуков пулнă. Унăн штабĕ вăхăтлăха Потсдам хулинче вырнаçнă. Çар контингентне, пысăк яваплăхне шута илсе, çĕнĕ техникăпа тата хĕç-пăшалпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ. Ядерли таранах. Кадрсемпе те ыйту çивĕчлĕхĕ тăман.
«Хуçалăх» балансĕ çинче заводсем, ытти тĕрлĕ объект шутланса тăнă. Чылай хулара офицерсемпе вĕсен çемйисене пурăнма уйрăм çуртсем, офицер клубĕсемпе ресторансем, лавккасем пулнă. Ачасем валли — шкулсемпе пионер лагерĕсем, санаторисем. Юрăпа ташă ансамблĕ, драма театрĕ, радиоузелпа киностуди ĕçленĕ. Çавăн пекех кашни çар чаçĕнчех салтак магазинĕ, мунча, бассейн, клуб ĕçленĕ. Атă-пушмак юсакан цех, йывăçпа ĕçлекен мастерской, сысна ферми таранчченех пулнă.
Совет Çарĕн Германири ушкăнĕ унти тăнăçлăха 49 çул (1945-1994) хуралланă, çар тивĕçне 8,5 миллион çын пурнăçланă, çав шутра çак йĕркесен авторĕ те.
Кăçалхи июнĕн 8-мĕшĕнче ГСВГ ветеранĕсен уяв — 80 çул. Пур-ха вĕсем Елчĕк тăрăхĕнче, Аслă Çĕнтерỹ туптаннă çĕршывра тăван полкăн ялавне чуп туса уйрăлнă ентешсем. Чыс та мухтав вĕсене!
Владимир МЕШКОВ,
ГСВГ ветеранĕ.
Аслă Елчĕк ялĕ.

