Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Иртнине аса илсе

Иртнине аса илсе

2024 çула Раççейре Спорт çулталăкĕ тесе палăртнă. Çавна май, вăхăтĕнче районти физкультурăпа спорт тытăмĕнче ĕçленĕрен, кăштах иртнине аса илесшĕн…

1979 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Канашри педагогика училищине ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тăван тăрăха таврăнтăм. Дипломпа! Аслă Елчĕкри вăтам шкула физкультура учительне вырнаçас кăмăлпаччĕ- ваканси çук. Райĕçтăвком председателĕн çумĕ Алексей Кузнецов тата çут ĕç пайĕн пуçлăхĕ Леонид Теллин мана районти физкультурăпа спорта ертсе пыма сĕнчĕç. «Çамрăк-ха, опыт çук», — тесе хирĕçлени те пулăшмарĕ. Çапла вара райсовет сессийĕнче çирĕплетрĕç мана çĕнĕ ĕçе.

Пĕр эрне иртсенех çăмăл атлетсен республикăри чемпионатне хутшăнтăмăр. Аслă Елчĕк шкулĕнче 10 класра вĕренекен Иван Миллин (Патреккел) унта 400 метрлă дистанцие 51,6 çеккунтра вĕçлесе 3-мĕш пулчĕ. Чемпион вара — унăн тăван пиччĕшĕ — Анатолий, пулас тĕнче класлă спорт мастерĕ. Асăннă дистанцирех Петровкăри Михаил Скворцов финиша 7-мĕш çитрĕ.

Иккĕмĕш кунне — эстафета. Пирĕн команда çак йĕркепе чупать: М.Скворцов, М.Миллин, Николай Агеев (Аслă Елчĕк) тата Виталий Ильин (Элекçей Тимеш). Пĕтĕмпех аван пырать. Акă, финиш хăйăвĕ те умрах ĕнтĕ, анчах ăна пирĕн атлетран 0,4 çеккунт маларах Шупашкар хулинчи Калинин районĕн спортсменĕ сĕртĕнчĕ. 20 ытла команда хушшинче призера кĕни çĕнтерỹпе танах.

Июлĕн 28-29-мĕшĕсенче тĕп хулара черетлĕ ăмăрту — ГТО нормативĕсене тултарассипе — иртрĕ. Ăна Чăваш АССР чемпионачĕ статусĕпе «Комсомольская правда» тата «Молодой коммунист» хаçатсен парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ. 24 команда тупăшрĕ ун чухне. Аслă Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекен Валентина Волкова хăй ỹсĕмĕнче 8-мĕш вырăна тухрĕ.

2-мĕш сыпăкра (ступень) çак шкулти Владимир Питаков 7-мĕш пулчĕ. Виççĕмĕш сыпăкра та асăннă шкул представителĕ: Виталий Афанасьев 5-мĕш вырăн йышăнчĕ. 100 метра чупассипе вара унпа никам та танлашаймарĕ. Чăваш ял хуçалăх институчĕн студенчĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ Алексей Павлов (Аслă Таяпа) хăйĕн ушкăнĕнче 140 очкопа иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Чемпион кунта — унăн вĕренỹри юлташĕ, Кỹлпуç каччи Александр Сазонов, мĕншĕн тесен вăл пăшалтан перессипе очко ытларах пуçтарчĕ.

Асăннă чемпионатра Галина Петровăпа Петр Соловьев (Патреккел) та ăнăçлă ăмăртрĕç, командăна паха очкосем пачĕç.

ГТО юхăмĕ халĕ çĕнĕрен сарăлса пырать. Пирĕн округ ку тĕлĕшпе регионта çулсерен малти пулни чуна савăнтарать.

Николай ВИНОГРАДОВ,
спорт ветеранĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code